Чӑваш Енӗн прокуратура тытӑмӗнче прокурорсене вырӑнпа ылмаштарнӑ. Ку вӑл йӑлана кӗнӗ процедура пулнӑран тем тӗлӗнмеллиех ҫук. Аса илтеретпӗр, прокурора ҫӗршывӑн генпрокурорӗн хушӑвӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Куславкка районӗн прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Петр Филиппова Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккуна пӑхӑнса тӑнине тӗрӗслекен прокурор пулма шаннӑ. Унччен ҫав должноҫре тӑрӑшнӑ Александр Зотова Куславкка район прокурорне лартнӑ.
Петр Филиппов 1962 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура тытӑмӗнче 1992 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫав ҫулсенче вӑл Ҫӗрпӳ район прокурорӗн пулӑшуҫинче, тӗпчевҫӗре тӑрӑшнӑ. 2001 ҫулта ӑна Куславкка район прокуорорне лартнӑ.
Александр Зотов 1970 ҫулта Йӗпреҫре ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1996 ҫулта прокуратура тытӑмӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ. Аслӑ тӗпчевҫӗ те, ШӖМ органӗсенчи преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен пайра аслӑ прокурорта та, прокуратура органӗсенче преступленисене тӗпчекен пайра та ӗҫленӗ. 2004 ҫулта ӑна юсанмалли учрежеднисенче саккуна пӑхӑнса тӑнине тӗрӗслекен прокурор пулма шаннӑ.