Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи планеркинче управляющи компанисене лицензилесси епле пынине тишкернӗ.
Лицензиленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн рынокӗнчен управляющи компанисен 20 проценчӗ каймалла иккен. Вӗсенчен 10 проценчӗ халех ку процедурӑна хутшӑнас маррине пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри 5251 нумай хваттерлӗ ҫурта 165 управляющи компани тытса тӑрать, вӗсенчен пысӑк пайӗ, 86-шӗ, — Шупашкарта, 17-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Лицензи илес шухӑшпа республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине 147 организаци заявленипе тухнӑ. Асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ Сергей Димитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, хупӑнма кӑмӑл тунисенчен ытларахӑшӗ — сахал ҫурта тытса тӑракансем. Вӗсем лицензи илсен тата вӑйлӑрах тӗрӗслесе тӑрасран шикленеҫҫӗ имӗш. Унсӑр пуҫне Димитриев управляющи компанисенчен 15–20 проценчӗ тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа управляющи компанисем тытса тӑман ҫуртсем те пулӗҫ. Ун пеккисем Куславкка районӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен: унта 105 ҫурт иккен, Канашра — 75, Комсомольскинче — 45.
Управляющи компани пӑрахсан ҫурта тытса тӑрас тивӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хӑй ҫине илмелле те малалла мӗнле тытса тӑрассине 15 кунта татса памалла.