Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Наци ӗҫӗсемпе тимлекен федераци агентствине ФСБ ҫынни ертсе пырӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.04.2015 17:21 | 1469 хут пӑхнӑ
Политика Игорь Баринов
Игорь Баринов

Путин ҫакӑн йышши ҫӗнӗ ведомство уҫма палӑртни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халь вара ҫак агентствӑна кам ертсе пырасси пирки паллӑ пулнӑ — Путин хушӑвӗпе ҫак ҫемҫе пукана хальччен регионти «Альфа» ушкӑнӗн ертӳҫине Игорь Баринова шанса панӑ иккен. Вӑлах — Патшалӑх Думинче хӳтӗлев енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председатель ҫумӗ те.

Ҫӗнӗ пуҫлӑх шухӑшӗпе наци тӗлӗшӗпе хальхи вӑхӑтра чи ҫивӗч лару-тӑру Кавказ тӑрӑхӗнче тӑрать. Чечня республикине вара ҫак ыйтупа ҫитӗнӳсем тунисен йышне кӗртнӗ.

Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх енчен те малтан нацисен хутшӑнӑвне ытларах культура тӗлӗшӗпе пӑхнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ку ыйту — наци хӑрушсӑрлӑхӗ.

Игорь Баринов Новочеркасскра ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрти аслӑ ҫар командовани училищине лайӑх вӗренсе пӗтернӗ. 1990–93 ҫулсенче 103-мӗш сывлӑш-десант дивизинче хӗсметре тӑнӑ, кайран ФСБ-ра ӗҫленӗ, регионти «Альфа» ушкӑнӗн ертӳҫи пулнӑ. Чечня Республикинче террористсене хирӗҫ операцисем ирттернӗ. 2003 ҫулта Патшалӑх Думине суйланса депутат вырӑнне йышӑннӑ.

#тӳре-шара, #депутатсем, #Новочеркасск, #Ростов облаҫӗ, #политика, #ӗҫ вырӑнӗсем

 

Комментари:

Agabazar // 2528.03.9291
2015.04.02 20:36
Agabazar
Лайӑхрах хӗстерес, лайӑхрах лапчӑтас....Тата мӗнле тӗллевсем пулма пултарччӑр-ха? :-( :-)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем