Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫатра-Лапсар шкул ачисене «Янташсем» концертпа савӑнтарчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.03.2010 23:27 | 2211 хут пӑхнӑ

Паян, пушӑн 13-мӗшӗнче, «Янташсем» Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулне ҫитрӗҫ — кунта вӗренекен шкул ачисене хӑйсен юррисене юрласа савӑнӑҫ кӳчӗҫ. Концертра нумай ҫӗнӗ юрӑ пулчӗ — вӗсен концерчӗсене тӑтӑшах ҫӳрекенсем уйӑрса та илчӗҫ пулӗ.

«Янташ» ушкӑн килнине пӗлсе шкулта ашшӗ-амӑшӗсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ — ҫавна май итлекенсен йышӗ самай пысӑкччӗ.

Концерт итлекенсен кӑмӑлне тивӗҫтерни кашни юрӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнинчех тата юрӑ вӗҫленсен ҫавӑн пекех алӑ ҫупса пахаланинчен сисӗнчӗ. «Янташсем» те ӑна сиссе юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ — пӗри тепринчен илемлӗрех те ӑшӑрах. Ҫавна май ирхи ҫанталӑк та ӑшӑнчӗ пулас — сивӗ ҫил таҫта кайса кӗчӗ, ҫурт тӑррисенчи юр ирӗлсе пат та пат тумлама пуҫларӗ. Уйрӑмах «Ҫуркунне» юрӑ хыҫҫӑн епле ан ӑшӑттӑр тата?

Концерта вӗҫленӗ май «Янташ» ушкӑн ачасене чӑваш чӗлхине упрама, ӑна чун-чӗререн вӗренме каларӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗсене те аякка тӑма сӗнмерӗҫ — тӑван чӗлхене вӗрентесси, ӑна мӗн ачаран юратма хӑнӑхтарасси вӗсенчен ытларах килет терӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе концерт хыҫҫӑн ушкӑна шкул музейне курма чӗнчӗҫ — кунта вӗсене палланӑ ҫынсен сӑнӗсене курни тӗлӗнтерчӗ пулас, хӑш-пӗр экспонатсемпе те кӑсӑкланнипех кӑсӑкланчӗҫ. Сывпулашас умӗн пурне те пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ концерта чӗнчӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#Шупашкар районӗ, #тӗлпулусем, #шкулсем, #Янташ, #Ҫятракасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем