Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Любовь Федорова кӗнекисене хакланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 31.03.2015 12:13 | 1530 хут пӑхнӑ
Культура Любовь Федорован кӗнекисене хаклама пуханнисем
Любовь Федорован кӗнекисене хаклама пуханнисем

Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑн наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫин Любовь Федорован ҫӗнӗ кӗнекисене пахаланӑ.

«Раҫҫей тава тивӗҫлӗ учителӗ, вӑтӑр ҫул ытла ачасене пӗлӳ парас ӗҫре тимлекен Елчӗк пики тӑван халӑха, чӗлхене, культурӑна пӗтӗм пурнӑҫне парать тесе каламалла», — тет ун пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.

Любовь Федорова 1994-мӗш ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗнче тӑрать иккен.

«Анне пехилӗ», «Утакана — ҫил хирӗҫ» кӗнекесене хак пама вулавӑша авторӑн ӗҫтешӗсем, вӗренекенсем, культурӑра ӗҫлекенсем пуҫтарӑннӑ. Тухса калаҫакансем ҫыравҫӑн калавӗсемпе сӑввисенче, поэмисенче тӑван халӑха, ҫӗршыва, ҫутҫанталӑка юратни уҫҫӑн палӑрнине асӑнса хӑварнӑ.

Ҫыравҫа хавхалантарса унӑн ӗҫтешӗсем Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан, ентешӗ Петр Сидоров, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциаци ертӳҫисенче пӗри Зоя Нестерова тата ыттисем те ырӑ сӑмах каланӑ, ҫапла ялан хастар пулма суннӑ.

#кӗнекесем, #культура, #наци вулавӑшӗ, #вулавашсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/332.html
 

Комментари:

Agabazar // 7308.8.9813
2015.03.31 17:09
Agabazar
Хакланӑ е паллашнӑ? Халь те, паянхи кун та "Елчӗк пики" шутланать-ши? Шупашкарта пусарӑнса пурӑнакана апла калама пулать-и?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем