Акан 2-мӗшӗнче Шупашкарта экологи уйӑхлӑхӗ пуҫланмалла. Вӑл ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Ҫак вӑхӑтра хулари мӗнпур районта тавралӑха тирпейлӗҫ, йывӑҫ-тӗм лартӗҫ. Ҫӗнӗ скверсем уҫассине те палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Йывӑҫ лартмалли урамсене илсен, Университет, 30-мӗш автоҫул, Гагарин урамӗсене, Президент бульварне, Трактор тӑвакансен проспектне асӑннӑ.
Пӗтӗмпе Шупашкарта 10 пин йывӑҫпа тӗм лартмалла. Мӗнле йывӑҫ-тем тесен каштан, чӑрӑш, акаци, пихта, пилеш, хыр, хурӑн, сирень, шӑлан, барбарис, катӑркас тата жасмин лартмалла. Апла пулсан ҫывӑх ҫулсенче вӗсем хула урамӗсене илем кӳме пуҫламалла.
Шупашкар хула влаҫӗсем уйӑхлӑх пуҫланасса кӗтсе пурӑнма сӗнмеҫҫӗ, урамсене унчченех тирпейлеме ыйтаҫҫӗ.