Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Унӑн ячӗ ҫут ҫӑлтӑр пек ҫиҫсе тӑрать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 17.03.2015 11:53 | 1712 хут пӑхнӑ
Персона

Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ачкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗ Иван Васильевич Индряков ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнӑ ятпа районти музейра ҫавра сӗтел иртрӗ. Хӑнасене музей директорӗ Елена Ивановна Чемалина тата кунти методист Валентина Ильинична Торейкина кӗтсе илчӗҫ. Хӑнасем музейри экспонатсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа кунти паттӑрлӑх залне татах та пуянлатнӑ: кӗнекесен куравне йӗркеленӗ, салтак ҫырнӑ ҫырусен, вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ стендсем...

Индряков Иван Васильевич 1915 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ялти пуҫламӑш тата Чутайри вӑтам шкулсенче ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Етӗрнери педагогика училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Унтан 1935 ҫулта пӗр хушӑ шкулта ӗҫленӗ хыҫҫӑн полк шкулне курсанта илнӗ. Ӑна пӗтерсен Иван Индряков 61 тупа артиллери полкӗн командирӗ пулса тӑнӑ. Унтан каллех вӗренỹ — вӑл Мускав ҫар округӗн саппасри 20-мӗш артполкӗн курсанчӗ, каярахпа Кисанти артиллери училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Вӗренсе пӗтерсен 1942 ҫулхи ҫу–утӑ уйӑхӗсенче Хӗвеланӑҫ фрончӗн артиллери начальникӗн офицер йышӗн резервӗнче тӑнӑ. Ҫав ҫултанах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Вӑл Брянскри 323-мӗш стрелок дивизийӗн 1086-мӗш стрелок полкӗн управлени взвочӗн командирӗ пулнӑ, 1944 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнчен — ҫак полкӑн батарея командирӗ. Ку полк йышӗнче пирӗн ентеш 1945 ҫулхи кӑрлач вӗҫӗчченех тӑшмансемпе ҫапӑҫнӑ. И.Индряков батарейи нумай ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑ, пултаруллӑ командира пула вӗсем чылай ялпа хулана тӑшман аллинчен туртса илнӗ. 1944 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Могилев-Бобруйск шоссе ҫинче вара нимӗҫсен 44 машинипе 2 танкне тӗп тума пултарнӑ. Кун пек паттӑрла тӗслӗх сахал мар пулнӑ. Вӗсен батарейине «харсӑррисен батарейи» тесе ахальтен каламан. 1944 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче Президиум хушӑвӗпе Командованин хушӑвӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн пирӗн ентеше Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне пама йышӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсене Иван Васильевич ҫарпах ҫыхӑнтарнӑ, Грузири ҫар комиссариачӗсенче ӗҫленӗ, ҫемйипе Тбилисире пурӑннӑ. Вӑл 1993 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче вилсе кайнӑ. Ӑна Тбилисире пытарнӑ.

Пухӑннисем умӗнче районти культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, вӗренӳ пайӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Шереметьева, районти истори вӗрентекенӗсем, Иван Индряковӑн тӑванӗсем Любовь Васюковӑпа Ольга Козлова, ӗҫ ветеранӗсем, хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ Юрий Егоров, Александр Романов, Валентин Федоров тата ыттисем Иван Васильевич Индряков пирки ӑшӑ кӑмӑлпа аса илчӗҫ. Хӗрлӗ Чутайри 8-мӗш класра вӗренекенсем Л.А. Кашкирова ертсе пынипе паттӑр пирки инсцинировка хатӗрленӗ, ун пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ май тӗрлӗ сӑвӑ-юрӑпа халӑха савӑнтарчӗҫ. Штанашри шкул вӗренекенӗсем те ку тӗлпулу валли ятарлӑ альбом туса хатӗрленӗ: 6-мӗш класри Наталия Париковӑпа Станислав Манин Герой пурнӑҫӗ ҫинчен пичетленнӗ материалсене пухса альбома вырнаҫтарнӑ. Эпӗ те аякра юлмарӑм. Пухӑннисене Индряков пурнӑҫӗ ҫинчен хатӗрленӗ хӑтлавпа паллаштартӑм, ку таранччен хам пухса пынӑ материалсем пирки каласа кӑтартрӑм. Хӑтлава хатӗрлеме мана «Салам» хаҫатри статья та пулӑшрӗ. Ятарлӑ сайтра вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ кашни салтакӑн наградисем пирки тупса вулама пулать! Иван Индрякова Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫин пӗрремӗш степенлӗ тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе икшер хутчен, Ленин орденӗпе, «Паттӑрлӑхшӑн» тата ытти чылай медальпе наградӑланӑ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят парса чысланӑ.

Сӑнсем (23)

#Ачкасси, #вӑрҫӑсем, #Ҫӗнтерӳ кунӗ, #юбилейсем, #Тбилиси, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Хӗрлӗ Чутай, #Етӗрне

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем