Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ефремов купса бульварӗнчи чула вандалсем сӑрласа пӗтернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 16.03.2015 12:36 | 1224 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫынсем культура палӑкӗсене сыхлама, хаклама пӗлменни нумайӑшне тарӑхтарать. Мӗн ҫӗнни, лайаххи пур — аркатмалла, ҫӗмӗрмелле, сӑнсӑрлатмалла. Нумай пулмасть Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗн каҫмали вырӑна та такамсем ӳкерсе пӗтерни пирки хыпраланӑччӗ.

Ҫак кунсенче Шупашкарта каллех вандалсен ӗҫӗ ҫынсен кӑмӑлне пусарнӑ. Хальхинче вӗсем Ефремов купса бульварӗнче алхаснӑ. Ку пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ.

Ҫав кун ирхине «Ирӗклӗ сӑмах» вулаканӗ Ефремов купса бульварӗнчи чула такамсем сӑрӑпа илемсӗрлетнине курнӑ.

Ӑна туристсем питӗ юратаҫҫӗ, унта сӑн та ӳкерӗнеҫҫӗ. «Хӗвел, Юрату, Ырӑлӑх тата Телей чулӗ — Таганаит» ятлӑ ҫав чул. Шупашкара ӑна Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров парнеленӗ.

#Шупашкар, #пӑтӑрмахсем, #ҫамрӑксем, #палӑксем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1996.html
 

Комментари:

Галина Зотова // 1273.25.2295
2015.03.16 22:42
Тахҫан вуласаччӗ, пин тенкӗлӗх ашкӑнчӑка штрафланӑ тенине. Пин тенкӗпе мар , чылай ытларах тӳлеттермелле вӑл ашкӑнчӑксене, кӗсйисене самаях ҫӳхеттермелле, тен ҫавӑн пек чарма пулать? Укҫа тӳлесси ним те мар пуль-ха вӗсене, укҫа шутне пӗлекен ача ашкӑнмасть. Ӗҫлеттерсе наказать тумалла, ҫӳреччӗр хула тӑрӑх тасатса! Пӗр кун мар, ытларах.
Илле // 3035.94.7765
2015.03.17 04:27
Явап тыттарассине Чаваш патшалахен перрремеш президенче тесе каппайма аста Николай Федоровран пусламалла. Вал сав чулсене САПЛА СЫРУПА вырнастарни вал хайех вандализм, фашизм, шовинизм, Чаваш патшалахен перремеш теп чаваш челхинчен машкаллакан тата халахсен хушшинче хиресу суратакан экстремизм.
Паллах, йеркелле чаваш пулнаран, сав перремеш президентан хура чунне катартса паракан чулсене те пулин сарапа сапнине ырлама пултараймастап.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем