Паян Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Республикинчи Йышӑну пӳлӗмӗнче ҫемье, амӑшлӑх, ачалӑх ыйтӑвӗсемпе консультаци кунӗ иртет. Ҫынсен ыйтӑвӗсене Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн регионти уйрӑмӗн юрисчӗсем, Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй, республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн тата Вӗренӳ, Ҫурт-йӗр министерствисен, Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем хуравлӗҫ.
Тӳре-шараран ачаллӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх епле пулӑшу кӳни пирки ыйтса пӗлме пулать. Шкула тата ача-пӑча пахчине ҫӳрекенсен ашшӗ-амӑшӗ те хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтӑва хускатайӗ. Тӑлӑхсен ҫемьене илес текенсене те сӗнӳсемпе пулӑшӗҫ. Нумай ҫынна пӑшӑрхантаракан ыйту ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ. Патшалӑх ҫак енпе кама тата епле ҫӑмӑллӑх кӳнине пӗлес тесен те йышӑнӑва кайма юрать.
Ҫынсене 15 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Йышӑну пӳлӗмӗ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 2-мӗш хутра вырнаҫнӑ. Малтанах ҫырӑнса хума (8352) 62-22-33 номерпе шӑнкӑравламалла.