Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Шупашкарта ҫӗрулми куравӗ уҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 20.02.2015 19:04 | 1456 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Ӗнер Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче ҫӗрулми куравӗ уҫӑлнӑ. Раҫҫейри 15 регион, Беларуҫ хӑйсен сорчӗсемпе, вӗсене мӗнле ҫитӗнтернипе тата упранипе паллаштараҫҫӗ. Ахаль ҫынсем те ку курава селекционерсем пекех чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ.

Виҫӗ куна тӑсӑлӑкан куравра элита вӑрӑсем туянма, ҫӗрулмирен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе тутанма пулать.

Раҫҫейри чылай ҫын ҫӗрулмине иккӗмӗш ҫӑкӑр вырӑнне хурать. Илья Шиварев фермершӑн вара вӑл — пӗрремӗш вырӑнта. Унӑн ҫемйи ҫӗрулми кӑмӑллать. Вӑл куравра ав икӗ урапа ҫӗрулми сутнӑ. Кунта ҫын нумай хӗвӗшет-ҫке-ха.

Фестиваль тахҫанах регионсен шайӗнчи пулса тӑнӑ. Йӗркелӳҫӗсем пурӑна-киле вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри пулса тӑрасса та иккӗленмеҫҫӗ. Кунта фермерсем пӗр пӗринпе тӗл пулса ҫыхӑну йӗркелеҫҫӗ. Кунта нимӗнле санкци те хӑрушӑ мар.

Темиҫе компани хӑйсен ӗҫне кӑтартнӑ. Куравра ҫӗрулми упрамалли хальхи йышши вырӑн пирки те калаҫнӑ. Республикӑшӑн ку пӗлтерӗшлӗ. Пӗлтӗр кӑна 25 тонна ытла пахча-ҫимӗҫ вырнаҫакан темиҫе склад тунӑ.

Куравра ҫынсем апат-ҫимӗҫ сентрисенчен мар, вӑрлӑх сутнӑ ҫӗртен татӑлма пӗлмен. Хӑшӗ-пӗри тӗрлӗ сорта миххи-миххипе туяннӑ. Вӑрлӑха 20–70 тенкӗпе сутнӑ.

Ҫынсем ку фестивале ҫулталӑкне сахалтан та икӗ хут ирттерме сӗнеҫҫӗ. Пӗрре ҫителӗксӗр-мӗн.

#ял хуҫалӑхӗ, #ҫӗрулми, #Шупашкар, #куравсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем