Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Елена Николаева — ЧР Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председателӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.02.2015 18:54 | 1178 хут пӑхнӑ
Политика Елена Николаева
Елена Николаева

Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнче улшӑну пулнӑ. Олимп чемпионки Елена Николаева ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ пулса тӑнӑ.

ЧР Спорт министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн кандидатурине ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 28-мӗш сессинче ҫирӗплетнӗ.

Аса илтерер: Елена Николаева — хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен чемпионки тата кӗмӗл призерӗ, ҫуллахи Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш суйлавӗн депутачӗ те, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑвашри уйрӑмӗн пайташӗ.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #депутатсем, #политика

 

Комментари:

Agabazar // 2672.28.9097
2015.02.13 19:34
Agabazar
Унччен Краснов марччӗ-и-ха? Ӑҫта кайса кӗнӗ Пёттӑр Ҫтаппанччӑ? Е вӑл урӑх комитетра-и?
ял ачи // 4277.62.6492
2015.02.15 12:19
Йӑнӑш информаци. Николаева - Комитет председателӗн ҫумӗ. Председателӗ Красновах.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем