Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Анатолий Иванова асӑнса йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ 10-мӗш хут иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 12.02.2015 15:13 | 2001 хут пӑхнӑ
Спорт

Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут Чечен Республикинче пуҫне хунӑ Иванов Анатолий Геннадьевича асӑнса йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑртусем иртнӗ. Унта пурӗ 120 спортсмен хутшӑнчӗ.

Малтанах спортсменсем Кӑкшӑм шкулӗн спортзалне линейкӑна йӗркеленсе тӑнӑ. Пухӑннисем умӗнче Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Константин Михайлов, Кӑкшӑм шкул директорӗ А.М.Иванов, Етӗрнери афган вӑрҫин ветеранӗсен обществин представителӗ Н.И.Кириллов, Етӗрнери социаллӑ пайӗн специалист-эксперчӗ И.А. Семенов тата ыттисем Иванов ячӗпе иртекен ӑмӑртура пурне те Анатолий пек хастар пулма, ҫирӗплӗх, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Унтан пурте Раҫҫей гимнӗ янӑранӑ хыҫҫӑн паттӑр салтака асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Калиса Михайловна, Анатолин амӑшӗ, пухӑннисене хӑйӗн ывӑлне манса кайманшӑн куҫҫуль витӗр тав турӗ, ӑмӑрту йӗркелекенсене асӑнмалӑх парнесем пачӗ. Е.В. Лобастова ертсе пыракан Кӑкшӑм шкулӗнчи ташӑ ушкӑнӗ хӑнасене ташӑпа саламларӗ.

Чи кӗҫӗннисем — пӗрремӗш класра вӗренекен Алеша Ивановпа Маша Жандарова. Чи асли — Ирҫе ял тӑрӑхӗнчи 80 ҫулхи Тимофеев Александр Степанович. Ӑмӑртура кӳршӗри Палтайри, Мӑн Чурашри, Етӗрнери 2-мӗш, Тури Ачакри вӑтам шкулсенчи командӑсем, Кӑкшӑмри, Тинкешри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул спортсменӗсем хастар пулчӗҫ. Кирпӗч савучӗн, Етӗрнери полицин, тӗп пульницӑн ӗҫченӗсен командисем, ҫавӑн пекех Советски, Кӑкшӑм, Урпаш, Мучар тата Етӗрне ял тӑрӑхӗсен пӗрлештернӗ командисем ӑмӑртӑва хастар хутшӑнчӗҫ.

Ӑмӑртура мала тухнӑ кашни йӗлтӗрҫӗ Хисеп хучӗ, медаль, асӑнмалӑх парне тата Андрей Барабановӑн «Рождение звезды» ятлӑ диск илме тивӗҫлӗ пулчӗ.

Ӑмӑртӑва йӗркелеме Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, Анатолий тӑванӗсем, Етӗрнери афганецсен обществи, Кӑкшӑм шкулӗн коллективӗ пулӑшнӑ.

Сӑнсем (136)

#Тури Ачак, #Палтай, #Мӑн Чураш, #Етӗрне, #Ирҫе, #шкулсем, #Етӗрне районӗ, #йӗлтӗрпе чупасси, #спорт, #Кӑкшӑм, #Шӑмат, #Кӑкшӑм, #Урпаш, #Мучар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем