РФ Правительстви регионсенче пӗр уйӑхра 30 процент ытла хакланнӑ апат-ҫимӗҫ хакӗн чи пысӑк виҫине палӑртма пултарӗ. Кун пирки «Известия» хаҫат РФ экономика аталанӑвӗн министрӗн пулӑшуҫи Елена Лакшина каланӑ тӑрӑх ҫырать.
Елена Лакшина каланӑ тӑрӑх, РФ Экономика министерстви хальлӗхе социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗсем мӗнле ӳснисем пирки информаци пухать. Вӗсен йышне сахӑр, купӑста, ҫӑмарта кӗрет.
Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, сахӑрӑн — 55-60, купӑстан — 33-36, ҫӑмартан (10-шӗн) 62-68 тенкӗрен ытлашши пулмалла мар.
Правительство хаксене «Раҫҫейри суту-илӳ ӗҫне патшалӑх йӗркелесе тӑрасси пирки» саккунпа килӗшӳллӗн палӑртма пултарать. Саккуна 2009 ҫулта, кризис хуҫаланнӑ чухне, йышӑннӑ. Лакшина палӑртнӑ тӑрӑх, ку йышӑну 90 кунран ытлашши тӑсӑлма пултараймасть.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра апат-ҫимӗҫ хакӗ, пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗпе танлаштарсан, 20,7% ӳснӗ. Инфляци пӗтӗм Раҫҫейри кӑтартуран иртнӗ, 4,7% танлашнӑ. Мониторинг кӑтартнӑ тӑрӑх, республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа помидор — 80,9%, хӑяр — 60,2%, чӑкӑт — 38%, купӑста — 12,1%, сахӑр 8,7% хакланнӑ.