Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Егоров чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа паян — 135 ҫул

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.02.2015 00:08 | 1619 хут пӑхнӑ
Персона

Паян — чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, тюрколог, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш АССР наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Егоров ҫуралнӑранпа 135 ҫул.

Чӑваш тӗнчинче сумлӑ йӗр хӑварнӑ ҫын 1880 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ку ял Куславкка районне кӗрет.

Василий Георгиевич тюрколога тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. 1899 ҫулта Чӗмпӗрти учительсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан вӑл унти тӗн семинарийӗнче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче пӗлӗвне туптанӑ. 1916 ҫулта ӳркенмен чӑваш Сантк-Петербургри университетра ӑс пухать.

Нумай пӗлӳ илнӗскер вӗрентекенте те тӑрӑшать, Сиринче Палестин обществин вырӑссемпе араб шкулӗсен заведующийӗнче тӑрӑшать. Тӑван ҫӗршыва 30 ҫулта таврӑнсан Хусан кӗпӗрнийӗнчи Елабуга хулинче хӗрарӑмсен училищинче, чӑн училищере ӗҫлет. Златоуст хулинче халӑх училищисен инспекторӗнче те тар тӑкать, Халӑх вӗрентӗвӗн Омскри пайӗнче инструкторта тимлет. 1921 ҫулта хастарскер Чӑвашсен рабочи факультетне йӗркелесе ертсе пыма тытӑнать. Тепӗр тесен унӑн пӗтӗм биографине асӑнса та пӗтереес ҫук. Хамӑр патри аслӑ шкулсенче те ӗҫленӗ вӑл.

Анлӑ биографинчи сумлӑ йӗрӗ ҫапах та — чӑваш чӗлхине тӗпчени. Чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкӗсемпе те кӑсӑкланнӑ вӑл, лексикографипе те. 1928 ҫулта Василий Егоров тута сингармонизмне уҫнӑ. Унӑн нумай енлӗ ӗҫӗ ҫӗршывӑн тюркологине самай витӗм кӳнӗ, паянхи чӑваш чӗлхин пӗлӗвне аталантармалли ҫула уҫнӑ.

Вӑл пичетленӗ 60 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн шутӗнче — «Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ», «Чӑвашла-вырӑсла словарь», «Вырӑсла-чӑвашла словарь», шкул кӗнекисемпе вӗренӳ программисем.

Василий Георгиевич 1974 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче вилнӗ.

#юбилейсем, #КУславкка районӗ, #Энтри Пасар, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем