Ӗҫ укҫине сыхласа хӑвармасӑр ирӗксӗртен отпуска каякансен тата ӗҫ паракан айӑпӗпе ик алла усса ларакансен шучӗ сахалланнӑ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫе илессин хисепӗ те пӗчӗкленнӗ. Кун пирки Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи 4-мӗш кварталти тӑрӑмпа паллаштарни тӑрӑх REGNUM информаци агентстви пӗлтерет.
Пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталта, виҫҫӗмӗш кварталтипе танлаштарсан, тулли мар ӗҫ вӑхӑчӗпе тӑрӑшасси йышланнӑ. Капла тума ӗҫ параканпа рабочисем килӗшсе татӑлни тӑрӑх пырса тухнӑ имӗш. Асӑннӑ меслетпе тӑрӑшакансен йышӗ 7 процент ӳссе 5250 ҫынпа танлашнӑ. Ӗҫ паракан сӗннипе 1725 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тимлет иккен. 19 пин ытларах ҫынна вӗсем ҫырнӑ заявленипе ӗҫ укҫине упраса хӑвармалла мар канӑва ӑсатнӑ. Ҫапах та виҫҫӗмӗш кварталпа танлаштарсан ку вӑл 1,1 процент сахалтарах тенине пӗлтерет иккен-ха.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 414 ҫынна ӗҫрен хӑтарма палӑртнӑ. Ку вара 2014 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталтинчен 19 процент нумайрах.
Ӗҫе вырнаҫтарнин хисепӗ чакнине те асӑрханӑ статистсем. Ку цифра 13,1 процент пӗчӗкленнӗ. Ӗҫрен пӑрахакансен йышӗ 25,8 процент таран сахалланнӑ.
Вахта меслечӗпе ӗҫлекенсен йышӗ вара виҫҫӗмӗш кварталтинчен нумайланнӑ. Ун пек майпа 1026 ҫынна явӑҫтарнӑ, е 22,3 процент нумайрах.