Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Элӗкре хыснана ятарлӑ лампӑсем перекетлеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.02.2015 18:38 | 1883 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнче хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗсем хӑйсен иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетеҫҫӗ, ҫысен умӗнче отчет тӑваҫҫӗ. Ӗнер ун пек пуху Шӗмшевӗшре иртнӗ. Унта райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Куликов ҫитнӗ. Курнӑҫӑва мӑн ямашсем, яккуушкӑньсем, шуркасси сурӑмсем, мӑн этменсем пухӑннӑ.

Шӗмшевӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Семенов хысна епле тулни, ача-пӑча ҫураласси, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ, ял хуҫалӑхӗ тата ытти пирки чарӑнса тӑнӑ. Прашкушкӑнь, Кивуй, Шӗмшевӗш ялӗсенче пурӑнакансем хӑйсем укҫа пухса урамра энергие перекетлекен прожекторсем вырнаҫтарнӑ. Кӑраклав, Пиҫенер Туктамӑш, Ишпарайккӑ, Туҫи Шӗмшевӗш ялӗсенче энергие перекетлекен лампӑсем вырнаҫтарнӑ. Ҫаксем ял тӑрӑхсен хыснине перекетлеме пулӑшаҫҫӗ.

Пӗлтӗр Мӑн Этмен ялӗ ҫывӑхӗнчи автоҫул ҫинче машинӑсем ҫаврӑнмалли вырӑна, Элеккӗнушкӑнь патӗнчи ҫынсене лартмалли лаптӑка юсанӑ. Мӑн Ямаш патӗнче ҫула юсанине те пухура асӑнса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫак ялти вӑтам шкулта шӑпӑрлансем валли 20 вырӑнлӑх ушкӑн уҫнӑ. Унти тепӗр паллӑ пулӑм — фельдшерпа акушер пункчӗ уҫни. Шӗмшевӗшри информаципе культура ҫуртне республика хыснинчен 400 пин тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ та, унпа оборудовани ҫӗнетнӗ, сцена ҫине тухмалли тумтир ҫӗлеттернӗ.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫӗр пайӗсене регистрацилемеллине аса илтернӗ. Ҫынсен вара — хӑйсен ыйтӑвӗ. Мӑн ямашсем, тӗслӗхрен, урамра ҫутӑ кирлӗ тесе каланӑ, ҫула тытса тӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Кивуйсем ялта фельдшера пукшер пункчӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑ.

#Пиҫенер Туктамӑш, #Кӑраклав, #Кивуй, #Прашкушкӑнь, #Шӗмшевӗш ял тӑрӑхӗ, #Мӑн Этмен, #Шуркасси Сурӑм, #Яккушкӑнь, #Мӑн Ямаш, #Элӗк районӗ, #Шӗмшевӗш, #Ишпарайккӑ, #Тури Шӗмшевӗш, #Элеккӗнушкӑнь

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем