Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Афган вӑрҫине хутшӑннисене халалласа елчӗксем кӗнеке кӑларнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.02.2015 22:57 | 1804 хут пӑхнӑ
Культура

Паян Елчӗкри тӗп вулавӑшра Афганистан тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫӗрӗсенче ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсем ҫинчен Николай Малышкин ҫырнӑ «Чыслӑх салтакӗсем» кӗнекен тишкерӗвӗ иртнӗ.

Тӗлпулӑва Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин, Афган вӑрҫин инваличӗсен районти пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗн» Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи П.И. Анисимов, Афганистан вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ В.П. Назаров, «Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри союзӗ» организацин республикӑри уйрӑмӗн членӗ В.А. Павлов, республикӑри «Доблесть» обществӑлла организаци ертӳҫи В.Н. Яковлев, «Раҫҫейри ветерансен союзӗ» организацин республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.А. Тры тата ытти чӗннӗ хӑна пуҫтарӑннӑ.

Арҫынсен ушкӑнӗ юрланӑ патриотла юрӑсене, Н.А. Левая вуланӑ сӑвва пуҫтарӑннӑ халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ пирки пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.

Тӗл пулӑва Афганистан ҫӗрӗнче пуҫ хунӑ ҫамрӑксене тата мирлӗ пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула пиртен уйрӑлнисене асӑнса шӑплӑх минучӗпе уҫнӑ.

«Чыслӑх салтакӗсем» кӗнекене автор Афганистан Республикинче интернационалла тивӗҫе пурнӑҫланӑ ентешсене халалланӑ. Афганистан халӑхне пулӑшса, аякри ҫӗршывӑн ирӗклӗ пурнӑҫне хӳтӗлесе Елчӗк салтакӗсем, хастар пикисем хӑйсем чӑн-чӑн патриотсем пулнине кӑтартса панӑ.

Афганистан вут-ҫулӑмӗ витӗр пирӗн Чӑваш ҫӗршывӗнче ҫуралса ӳснӗ 6 пин ытла яш-хӗр хутшӑннӑ. Елчӗк районӗнче кун ҫути курнӑ 300 ытла ҫамрӑк Афганистан сӑрт-тӑвӗн чулӗсене хӑйсен юнӗпе хӗртме тивнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Ю.Г.Борисов (Елчӗк), А.М.Патшин (Аслӑ Елчӗк), Ю.П.Григорьев (Кивӗ Эйпеҫ) — тӑван ҫӗршыва каялла чӗррӗн таврӑнайман.

Хӗрӳ точкӑсенче пуҫ хунӑ ҫамрӑксен ячӗсене яланлӑхах асра хӑварас тесе Елчӗк районӗн ҫар комиссариачӗ умӗнче пехота бронемашинине вырнаҫтарнӑ, вӑрҫӑран таврӑнман паттӑрсем вӗреннӗ шкулсенче асӑну хӑмисем уҫнӑ. Ӗмӗрех ҫамрӑк салтаксене чысласа район шайӗнче ҫулсерен тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ ирттересси йӑлана кӗнӗ.

Тӗлпулӑвӑн тепӗр саманчӗ — асӑннӑ кӗнекене кун ҫути курма пулӑшакансене Хисеп хучӗсемпе чыслани.

Н.Ф. Малышкин кӗнеке кӑларас ӗҫре ҫӗнӗ ҫын мар. Вӑл — «Елчӗк енӗн пултарулӑх ҫыннисем» кӗнеке авторӗ, Елчӗк район энциклопедине пухса хатӗрлекенсенчен пӗри. Ҫарпа патриотизм тематикине тата хӗрӳ точкӑсенче ҫапӑҫнӑ ветерансем ҫинчен ҫамрӑксен хушшинче аталантарнӑшӑн Николай Федорович тата Афган вӑрҫин инваличӗсен районти пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗн» Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн председателӗ Петр Ильич медальсене, чылайӑшӗ тав ҫырӑвӗсемпе хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ.

Сӑнсем (48)

#Елчӗк районӗ, #кӗнекесем, #Афган вӑрҫи, #вӑрҫӑсем, #Кивӗ Эйпеҫ, #Аслӑ Елчӗк, #Елчӗк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем