Елена Енькка хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӗнеке лавккасенче 2009 ҫул вӗҫнелле ҫитрӗ. Халӗ ӗнтӗ «Тӑван ен» культурине вӗренмелли кӗнеке 8-мӗш валли те пур теме пулать.
Кӗнеке, пӗтӗмӗшле илсен, чӑвашсен малтанхи ӗмӗрсенчи историпе паллаштарать — мӗн сӗм авалхи пирӗн эрӑчченхи VIII-VII вӑхӑтран пуҫласа пирӗн мӑн асаттесем X ӗмӗрте Атӑлҫи Пӑлхар йӗркеленӗ вӑхӑта ҫити. Елена Еньккан «Родной край» (ҫапла, кӗнеке вырӑсла тухнӑ, предмета вырӑсла вӗрентет) кӗнеке ярӑмне кӗрекен ытти шкул кӗнекисем пекех, ку учебник та тӗрлӗ сӑнсемпе, ӳкерчӗксемпе пуян. Кунашкал кӗнекене алла ярса тытсан шкул ачин ҫеҫ мар, унӑн ашшӗ-амӑшӗн те чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллашма кӑмӑл ҫуралать.
Кӗнекене туянас шухӑшлисем ӑна Чӑваш кӗнеке издательствин «Книжные новинки» лавккисенче тупма пултараҫҫӗ — хакӗ ҫыртмасть, 200 яхӑн страницӑллӑскер, 88 тенкӗ кӑна тӑрать. Вӗренӳ кӗнекине 7 пин экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Ҫителӗклӗ тиражпа кӑларнӑ тесе ӑна туянас ӗҫе кая ан хӑварӑр — тиражӑн ытларахӑш пайне шкул вулавӑшӗсене валеҫнӗрен, тен, сутлӑхра вӑл нумаях тытӑнса тӑмӗ. Сянписемпе чӑвашсен хушшинче мӗнле ҫыхӑну пуррине пӗлес тесен, Плиска хулинчи ишӗлчӗксемпе паллашас тесен, «кӗнеке» сӑмах пирӗн чӗлхене мӗнле лекнине пӗлес тесен — ку кӗнекене туянмаллах, ун шалашӗпе паллашмаллах. Паллах, кӗнекере, эпир илсе панӑ тӗслӗхсем кӑна мар, интересли, хамӑр халӑхпа мухтанма сӑлтав паракан темӑсем пайтах — кунӗпе вулама пулать!