Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шкулта сӑвӑҫсемпе тӗлпулу иртрӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.01.2010 17:23 | 1694 хут пӑхнӑ

Паян, кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче, «Ҫатра-Лапсарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул» муниципиаллӑ вӗренӳ учрежденийӗнче Анатолий Смолин тата Владимир Мишан (тулли ячӗ — Васильев Владимир Михайлович) сӑвӑҫсемпе тӗлпулу иртрӗ. Шкул ачисем хаклӑ хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Сӑвӑҫсем хӑйсен кун-ҫулне уҫса панӑ хушӑра ыйтусем парса вӗсен ӗҫ-хӗлӗпе, хальхи пурнӑҫӗпе кӑсӑкланчӗҫ. Владимир Мишан, пенсие тухиччен шалти ӗҫсен министерствин ӗҫтешӗ пулнӑран, хӑйӗн ӗҫӗнче пулса иртнӗ тӗслӗхсемпе паллаштарчӗ, ачасене йӗркене пӑхӑнма сӗнчӗ. Анатолий Смолин вара ҫар хӗсметне мӗнле лекни пирки каласа пачӗ — унта вӑл, ыттисенчен юлас мар тесе (ӑна ҫара илесшӗн пулман иккен) виҫӗ енпе чемпиона тухнӑ иккен — пӗчӗк дистанцие чупассипе, сӗтел тенисӗпе тата самбо кӗрешӗвӗпе. Сӑвӑҫсем хӑйсен пӗрремӗш сӑввисем пирки те, ҫӗннисем пирки каласа пачӗҫ. Хӑшӗ-пӗрине вуласа та пачӗҫ. Сӑвӑ туйӑмӗ пур пулсан, ӑна пытармалла мар терӗҫ, вӑтанмасӑр аталантармалла терӗҫ.

Шкул ӗҫченӗсем сӑвӑҫсене ыркӑмӑллӑн та тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ — шкул историйӗпе, унӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗҫ. Шкул музейӗ хӑнасене самай тӗлӗнтерчӗ — вӗсем унти экспонатсене ырларӗҫ кӑна мар, ӑна ҫӗнетес, хальхи сӑна кӗртес тӗлӗшпе пулӑшма шантарчӗҫ, сӗнӳсем пачӗҫ. Анатолий Смолинпа Владимир Мишшан шкул гимне те ҫырма шантарчӗҫ, ӑна 2012 ҫулта шкул 100 ҫул ҫитнӗ тӗле хатӗрлеме пулчӗҫ.

Хӑнасене шкул питӗ килӗшрӗ пулас — вӗсем кунта тепре те килсе каясса шантарчӗҫ. Ачасене те тӗлпулу кӑмӑла кайрӗ — вӗсем хӑнасене тепре килме сӗнчӗҫ, тепӗр хутӗнче те тараватлӑн та хапӑлласа кӗтсе илессе шантарчӗҫ.

 

Сӑнӳкерчӗксем

#шкулсем, #Шупашкар районӗ, #Ҫатракасси, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем