Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Пирӗнтен Геннадий Архипов уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.02.2015 11:21 | 1741 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, пирӗнтен Чӑваш наци конгресӗн иккӗмӗш президенчӗ, ҫак обществӑлла организацие 15 ҫул ертсе пынӑ Архипов Геннадий Николаевич уйрӑлса кайнӑ.

Архипов Геннадий Николаевич 1956 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Етӗрне районне кӗрекен Анат Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литературин (1982) тата истори (1989) уйрӑмне пӗтернӗ. 1984 ҫултанпа 8 ҫул «Хыпар» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ пулнӑ. 1990 ҫулта Аслӑ Канаш депутатне суйланнӑ. 1994–1998 ҫулсенче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн культура, вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата МИХсен комитечӗн председатель вырӑнне йышӑннӑ.

1997 ҫулта Чӑваш наци конгресӗн Президентне суйланӑ, 15 ҫул ытла ертсе пынӑ.

#ҫухатусем, #ЧНК, #Анат Явӑш, #Етӗрне районӗ, #Хыпар, #депутатсем

 

Комментари:

Agabazar // 2282.88.8369
2015.02.04 15:59
Agabazar
Ҫапса хуҫакан, ӑнтан яракан хыпар...
Тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланни ҫинчен пӗлтеретпӗр.
Шел, упраймарамӑр.
Мучи // 4117.51.7078
2015.02.04 19:30
Паянхи Хыпарта редакторӗ "Архипов саманине" веҫех аркатнӑ вара. Архиповӗ кайнине пӗлмен пуль, анчах ку статья хыҫҫӑн чунӑма таса мар сысна кӗтӗвӗ варалса хӑварнӑн туйӑнчӗ. Эх, Туркай, эх, самана...
Agabazar // 1790.19.2502
2015.02.04 21:21
Agabazar
Нимӗнле "Архипов самани" пирки те пӗлместӗп эп. Цитата:"Тав Турра «Архиповсен - Кибечсен - Ивановсен самани» - ЧНКра 2013 ҫулхи хӗвеллӗ кӗркунне вӗҫленчӗ." http://www.hypar.ru/cv/kongresshan-savanatap-0
Мачча // 4117.51.7078
2015.02.05 16:20
Туркай статйи -пуш-пушӑ, кутҫулавлӑхӑн классика тӗслӗхӗ,ара, хӑйӗн кӗнекисене кӑларма укҫа кирлӗ-ҫке.Угаслов парасса шанать.
Agabazar // 2786-3706
2015.02.05 19:37
Agabazar
Туркай кӗнекисене мар, Геннадий Архипов кӗнекисене кӑлармалла
Мачча // 4117.51.7078
2015.02.06 09:31
Кам кӑларать? Угшаслов пулӑшсан кӑна.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем