Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш кӗнеке издательстви ҫамрӑк талантсене суйлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.01.2015 20:44 | 1335 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсерен иртекен «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурс пирки пӗлтерет. Ӑна кӑҫалхи Литература, Константин Иванов ҫулталӑкӗсене тата издательство 95 тултарнине халалланӑ.

Конкурса Чӑваш Енри кӑна мар, чӑваш чӗлхине вӗренекен ытти регионти ачасем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чӑваш культурипе кӑсӑкланакан ытти ачан та ку ӑмӑртура хӑйне кӑтартма май пур. Конкурса хутшӑнакансене ҫулне кура ҫапларах уйӑрнӑ: 6–12 ҫултисем, 13–15-рисем, 15–18-тисем.

Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртекен конкурса кӑҫал ҫак номинаципе йӗркелеҫҫӗ:

1. «Кӑсӑклӑ кӗнеке» темӑпа сочинении е калав ҫырмалла.

2. «Литературӑри манӑн юратнӑ сӑнар» ӳкерчӗк.

3. «Вулама сӗнетӗп!» темӑпа плакат, буклет, листовка е календарь.

4. «Ача аллипе ӑсталанӑ кӗнеке» номинацие хутшӑнас тесен ачасем хӑйсем ҫырнӑ сӑвӑсен, калавсен, заметкӑсен, очерксен кӗнекине алӑпа хатӗрлемелле. Кӗнекен хуплашки, ячӗ, автор тата художник-иллюстратор ҫинчен ҫинчен калани кирлӗ.

5. «Кӗнеке — пирӗн ҫемьери чи лайӑх тус». Кунта кӗнеке этем пурнӑҫӗнче епле вырӑн йышӑнни пирки эссе ярса парасса кӗтеҫҫӗ.

6. Конкурса хутшӑннӑ чух 2010–2014 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ кӗнексемпе усӑ курма сӗнеҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене издательствӑн 95 ҫулхи юбилейӗнче, кӑҫалхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче, хаклӑ парнесем кӗтеҫҫӗ. Ӗҫсене нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса юпан 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Пичет ҫуртӗнчи (вӑл Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 703-мӗш тата 713-мӗш пӳлӗмсене ҫитермелле. Ыйтса пӗлмелли телефон – (8352) 644451ӗ Сочиненисене, калавсене, эссесене nadesda-1@yandex.ru электронлӑ адреспа та йышӑнаҫҫӗ. «Конкурса» тесе палӑртма манмалла мар.

#культура, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #Литература ҫулталӑкӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #кӗнекесем, #конкурссем, #ачасем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем