Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Элтепер Ҫырупа паллаштарнӑ чухне сусӑр Андрей пикета тухнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 22.01.2015 13:35 | 1523 хут пӑхнӑ
Политика Александр Щукин тунӑ сӑн
Александр Щукин тунӑ сӑн

Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарнӑ вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче тарӑхнӑ ҫынсем плакатсемпе тӑнӑ-мӗн. Кун пирки «АиФ» хаҫат пӗлтерет.

Мероприятие васкакан депутатсемпе чиновниксем ачаранпах сусӑр Андрей Кабуркина курнӑ. Вӑл пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн 20 ҫул черетре тӑрать иккен. Андрей Ҫырура пушӑ сӑмахсем ҫеҫ пулнине ҫирӗплетет. Вӑл хӑйӗн ыйтӑвӗпе таҫта та ҫитнӗ — усӑсӑр-мӗн.

Иртсе каякан министрсемпе чиновниксем ун ҫине ҫаврӑнса пӑхнах. Олег Марков, Алексей Ладыков ун патӗнче чарӑнса тӑнӑ. Алла Самойлова сусӑра ӑшӑ ҫӗре кӗме сӗннӗ — атту шӑнса пӑсӑлӑн. Сергей Семенов генерал майор полицейскисене хушу панӑ-мӗн: ытти халӑха Андрей патне ҫывхартмалла мар. Унсӑрӑн пикет пысӑкланӗ.

Пикета тухнӑ Надежда Темьянова айккинчерех тӑнӑ. Ӑна сахалрах ҫын асӑрханӑ. Вӑл ЖКХ тытӑмӗнчи асар-писере пӗтерме ыйтнӑ-мӗн. Пикета тухнисем Михаил Игнатьев килессе кӗтнӗ. Анчах урам шӑлакан вӗсене ҫапса хуҫнӑ: Элтепер кун пек ҫынсемпе калаҫма юратмасть-мӗн, вӑл саппас алӑкран тахҫанах кӗрсе кайнӑ…

Ҫак кунах Союзсен ҫуртӗнче те политика мероприятийӗ иртнӗ. Унта Халӑх фрончӗн ертӳлӗхӗ лару ирттернӗ. Максим ятлӑ ҫын унта бюджетниксен шалӑвне ӳстерме чарассине хирӗҫ тухнӑ-мӗн.

#сусӑрсем, #политика, #ҫырусем, #тӳре-шара, #ҫурт-йӗр, #пикетсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем