Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче, пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен, карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен компанисенчен пӗри (реклама евӗр йышӑнасран хӑшне каламӑпӑр) ҫынсем миҫе хутчен шӑнкӑравланине шута илнӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем пӗр-пӗринпе 4 миллион хут ытла ҫыхӑннӑ иккен. Ку вӑл, тепӗр хут палӑртар, пӗр компани кӑтартӑвӗ кӑна. Уйрӑмах нумай калаҫакансем Сӗнтӗрвӑрринче, Етӗрнере тата Ҫӗрпӳре пурӑнаҫҫӗ.
SMS-ҫыхӑнупа та усӑ куракансем йышлӑ. Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш сехетӗнче клиентсем Пысӑк совет энкциклопедийӗнчен 15 хут пысӑкрах текстлӑ SMS-хыпар шӑрҫаланӑ. Ку вӑл пурин ҫырӑвне пӗрле хушсан пухӑнать.
Интернет-трафик калӑпӑшӗ те кӑҫал унчченхи ҫулхинчен аванах пысӑк пулнӑ — икӗ хута яхӑн иккен. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче уйрӑмах нумай ларнӑ. Вӗсем информаци уҫласа илнин калӑпӑшне фильм ҫине куҫарсан ҫакӑ 7 пин ытла фильмпа танлашать.
Халӑх тӑваттӑмӗш ӑрури ҫыхӑнупа уйрӑмах усӑ курать-мӗн. Карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекенсене илсен, ун пекки ҫине республикӑри тӗп компанисем пурте тивӗҫтереҫҫӗ.