Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Литература, Чӑваш Енре К.В. Ивановӑн ҫулталӑкӗ иккенне пӗлмен-илтмен ҫын юлмарӗ те пулӗ. Ҫавсене халалласа Шупашкарти Литература музейӗ (вӑл Константин Иванов ячӗпе хисепленет) ҫыравҫӑсемпе тата сӑвӑҫсемпе «Ҫыравҫӑ пулас килет» ятпа тӗлпулусем йӗркелеме тытӑннӑ. Пӗрремӗшӗ Светлана Гордеева поэтпа тата художникпа пулнӑ. Унпа курнӑҫма Шупашкарти 6-мӗш шкулта вӗренекенсене йыхравланӑ. Тӗлпулӑва пынисене чи малтанах музей тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ май Константин Иванов пултарулӑхӗпе те паллаштарнӑ.
Литература музейӗнче ӗҫлекенсем Гордеевапа курнӑҫусем йӗркелесси йӑлана кӗнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах та хальхине те музейҫӑсем кӑсӑклӑ ирттерме тӑрӑшнӑ. Ку хутӗнче ҫыравҫӑ ачасене кӑмпаллӑ карҫинкана хӑвӑрт тата илемлӗ епле ӳкермеллине кӑтартнӑ. Ачасене кӑсӑклантарас тесе «Небылица» сӑвӑри чӗрчуна ят парас тесе те пӗчӗккисем хытах пуҫ ватнӑ. Ачасене ҫыравҫӑ сӑвӑ епле ҫырнипе тата кӗнеке епле кӑларнипе те паллаштарнӑ.