Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Театр ертӳҫине министр саламланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.01.2015 19:32 | 1228 хут пӑхнӑ
Культура Драма театрӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Владимирова Вадим Ефимов министра Тав хучӗпе чыслать
Драма театрӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Владимирова Вадим Ефимов министра Тав хучӗпе чыслать

Театра кун сиктермесӗр тенӗ пек ҫӳрекенсем мӗнпур артиста паллаҫҫӗ-ха, анчах сцена хыҫӗнче тар тӑкакансен тӑрмашӑвӗ куҫа курӑнсах каймасть тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Культура учрежденине ертсе пыракансем пирки те ҫавӑн пек калама юрать. Ҫавӑн йышшисен шутне Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров та кӗрет. Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вӑл ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав ятпа ӑна нумаях пулмасть савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура (кун пекки театр ӗҫченӗсемшӗн, паллах, спектакль пуҫланас умӗнхи самант) культура министрӗ Вадим Ефимов саламланӑ.

Вадим Петрович Юрий Мефодьевича театрӑн пурлӑхпа техника базине пуянлатассишӗн тӑрӑшать, пултарулӑх ушкӑнӗн укҫа-тенкӗ тата производство ыйтӑвӗсене пурнӑҫлама ӑста, кӑткӑс та яваплӑ ӗҫе пултаруллӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ йӗркелсе пырать тесе ырланӑ. Тӑрӑшулӑхшӑн министр театр ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ведомствӑн Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫуралнӑ кун ячӗпе Юрий Владимирова культура ӗҫченӗсен профсоюзӗ те, театрпа концерт учрежденийӗсен ушкӑнӗсем те, хӑй ӗҫлекен тӑван коллектив та саламланӑ. Театрта Юрий Мефодьевич 1992 ҫултанпа ӗҫлет. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ҫутӑ техника цехӗн пуҫлӑхӗ, электронлӑ хатӗрсен инженерӗ, электронпа механика цехӗн заведующийӗнче, директор ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2012 ҫултанпа вӑл театр ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлать.

#академи драма театрӗ, #театрсем, #саламсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем