Кӑҫал Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине шута илсе Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче Николай Ытарай ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа «Ачасен ҫывӑх тусӗ» таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Унта Элӗкри вӑтам шкулта иккӗмӗш «б» класра вӗренекенсене илсе пынӑ.
Николай Ытарай — паллӑ чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, прозаикӗ, Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ. Унӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ. Ачаранпах вӑл сӑвӑ ҫырма кӑмӑлланӑ, алӑпа ҫырса «Хӗлхем» журнал кӑларнӑ. 16-ра унӑн «Ҫӑмламас упа» сӑвви «Сунтал» журналта кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш кӗнеки 1958 ҫулта пичетленнӗ. Пӗтӗмпе вӑл — 30 ытла кӗнеке авторӗ. Вӗсем пурте — ачасем валли ҫырнӑскерсем. Ытарай чӑваш фольклорне, уйрӑмах ваттисен сӑмахӗсене, пухнипе те паллӑ.
Ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Г.Н. Миронова ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, вулавӑшра упранакан Ытарай кӗнекисене кӑтартнӑ. Ачасем ҫыравҫӑн сӑввисене хаваспах итленине пӗлереҫҫӗ. Вӗсем валли вулавӑш ӗҫченӗсем мультимеди хӑтлавӗ те хатӗрленӗ. Унта Ытарайӑн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.