Чӑваш Енре тӑлӑх ачасен шутне чакарас енӗпе программӑсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви лайӑх хыпар пӗлтерет — пӗлтӗр республикӑра ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 378 ачана шута илнӗ. Ку, 2013 ҫулпа танлаштарсан, сахалрах. Ун чухне 403 ача пулнӑ.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, тӑлӑх ачасен йышӗ Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар районӗсенче чакнӑ.
Республикӑра тӑлӑхсен шутне чакарас тесе программӑсем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ав Елчӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсенче ятарлӑ программӑсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Комсомольски районӗнче те ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне Чӑвашри район-хуласенче тӗрлӗ акцисем, канашлусем, конкурссем йӗркелеҫҫӗ.