Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене суд урлӑ ял тӑрӑхне куҫараҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.12.2014 18:52 | 1831 хут пӑхнӑ
Экономика

Шупашкар районӗнче хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене шута илесси епле шайра пынине унта нумаях пулмасть иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрлехи харпӑрлӑхра шутланакан ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр лаптӑкӗнчен 76 процентне регистрациленӗ. 9036 гектар ҫинче 3706 ҫӗр пайӗ хуҫасӑр шутланаҫҫӗ. Ун пеккисем Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнче 1987,51 га, Янӑшра — 1580,67 га, Шемшерте — 966 га, Апашра — 710 га, Ишекре — 412 га. Ытти тӑрӑхсенче сахалтарах-мӗн.

Хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене ял тӑрӑхӗсем хӑйсем ҫине куҫарас тесе суда тавӑҫпа тухаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе Янӑш ял тӑрӑхӗнче уйрӑмах аван йӗркеленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӗсем суда 212 тавӑҫ тӑратнӑ-мӗн, ҫав шутран 131 тӗслӗхпе суд ял тӑрӑхне тивӗҫтерекен йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра 95 ҫын ҫӗр пайӗ кирлӗ мар тесе ӑна пӑрахма йышӑннӑ. Ҫапла майпа ял тӑрӑхне 612 гектар ҫӗр куҫнӑ. Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗ те хуҫасӑр ҫӗр пайӗсене тытса илессипе хастар. Унтисем суда 197 заявлени тӑратнӑ. Вӗсенчен 95-шне тивӗҫтернӗ. 80 ҫын хӑй кӑмӑлӗпе ҫӗр пайне пӑрахнӑ.

Хуҫасӑр ҫӗр пайӗпе шемшерсем япӑх ӗҫлеҫҫӗ тесе пӗтӗмлетнӗ Шупашкар район администрацийӗнче.

#Шупашкар районӗ, #ҫӗр ыйтӑвӗ, #канашлусем, #Чӑрӑшкасси, #Апаш, #Ишек, #Шемшер

 

Комментари:

петр // 5059.3.5746
2014.12.30 15:58
тĕрĕс тăваççĕ çĕрпе усă курмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем