Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Патӑрьелсем урокра тӗн пирки ӑнлантараҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.12.2014 17:18 | 1712 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Раштавӑн 19-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче культура ҫулталӑкне официаллӑ майпа хупнӑ. Районти чи лайӑх художество пултарулӑх ушкӑнӗсем, солитсем ҫав ҫӗнӗ репертуарпа куракан умне тухнӑ. Культурӑпа кану центрӗнчи фойере вара Патӑрьел тӑрӑхӗнчи паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан буклетсен, сӑн ӳкерчӗксен альбомӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Ал ӑстисен ӗҫӗсене те илсе пынӑ.

Паллӑ ҫынсем тенӗрен, Патӑрьел тӑрӑхӗ Геннадий Айхие, Митта Ваҫлейне, Василий Давыдов-Анатрине, Алексей Талвира, Авраам Бурундукова, Юхма Мишшине, Раиса Сарпине тата ыттисене парнеленӗ.

Культура ҫулталӑкӗнче районта самай ӗҫ туса ирттернине палӑртса хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче культура учрежеднийӗсене юсаса ҫӗнетнине те, чиркӳсемпе мечетсене юсанине те, музейсене аталантарнине те, пултарулӑха аталантарма условисем туса панине те.

Районта тӗрлӗ халӑх ҫынни килӗштерсе пурӑннине палӑртнӑ. «Шӑнкӑртам вулавӗсем», «Ураза-Байрам», «Мавлюд» уявсем ирттерни те ҫавнах ҫирӗплетет тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Вӗренӳ учрежденийӗсенче тӗн пирки каласа кӑтартнине пӗлтереҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ачасем вырсарни шкулӗсемпе мӑсӑльмансен мечечӗсенче те вӗренеҫҫӗ иккен. Тӗн темине тӑснӑ май районти тутар ялӗсенче 18 мечет, Шӑнкӑртамра «Гулистан» медресе ӗҫленине палӑртнӑ. Православи чиркӗвӗсем 11 ялта пур-мӗн, тума пуҫланисем пирки те асӑнса хӑварнӑ.

Сӑнсем (63)

#Культура ҫулталӑкӗ, #Патӑрьел, #вӗренӳ, #культура, #Патӑрьел районӗ, #тӗн, #Шӑнкӑртам, #вырсарни шкулӗсем, #мечӗтсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем