Чӑваш Енре куҫ япӑх куракан шӑпӑрлансем валли пӗр ача пахчи ҫеҫ ӗҫлет. Кӗҫех кунашкал ачасем валли 137-мӗш садикре ҫӗнӗ ушкӑн уҫмалла. Унта 129 шӑпӑрлан ҫӳрет.
Ҫакна йӑлтах «Шкул умӗнчченхи вӗренӗве ҫӗнетни» программа пулӑшнипе пурнӑҫлама май пур. Ҫӗнӗ ушкӑна тумашкӑн тата хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермешкӗн 1,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Сахарова пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство тата юсав ӗҫӗсем вӗҫленнӗ. Сӗтел-пакан лартмалли ҫеҫ юлнӑ. Кун хыҫҫӑн ушкӑн ачасене йышӑнма хатӗр пулӗ.
137-мӗш ача пахчин заведующийӗ Людмила Ростовцева шӑпӑрлансен куҫ ҫивӗчлӗхне лайӑхлатассишӗн хӑйсенчен мӗн килние тӑвасса пӗлтернӗ. Юлашки 3 ҫулта вӗсен алли витӗр 102 ача тухнӑ. Вӗсенчен 40-шӗ пачах е япӑх куракансен шкулне ҫӳремеллисем пулнӑ.