Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш хастарӗсем финн-угорсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.12.2014 16:11 | 1473 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Раштавӑн 6-мӗшӗнче Мускавра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен чӗлхине упрас тата аталантарас проектсене халалланӑ тӗлпулу иртнӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӑваш, удмурт, мӑкшӑ наци юхӑмӗсен элчисем пулнӑ.

Тӗлпулура Чӑваш Ен сумне «Хавал» общество организацийӗн хастарӗсем Александр Блинов, Артём Федоринчик, Оксана Антонова, Ольга Николаева, Ольга Шарипова тата ыттисем хӳтӗленӗ. Вӗсем организацин тӗп проекчӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче — ҫулласерен иртекен чӑваш чӗлхине вӗренмелли уйлӑх «Шкул» проект. Унпа килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхине вӗрентекен проект класне тунӑ, медиа коллекцине чӑвашла хатӗрлеме тытӑннӑ.

«МУШ» ӗҫ ушкӑнӗн элчисем Артём Малых тата Ольга Урасинова Удмуртри юхӑм пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем наци чӗлхине сарас енӗпе ӗҫлекен проектсем пирки калаҫнӑ.

Мӑкшӑри лару-тӑру пирки Максим Рябчиков каласа кӑтартнӑ. Вӑл туҫи ҫармӑс чӗлхипе мультфильм кӑларасси пирки ӑнлантарнӑ.

Тӗлпулура Мускаври лингвист Руслан Идрисов та пулнӑ. Вӑл удмурт чӗлхинчи бесермян диалектне документсемпе ҫирӗплетес тӗлӗшпе ӗҫлет.

Тӗлпулура Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсенче икчӗлхелӗх ыйтӑвне уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Енсем тепӗртакран ку темӑпа практика конференцине йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ.

#Мускав, #чӑваш чӗлхи, #тӗлпулусем, #Хавал, #мультфильмсем, #ҫармӑссем, #ҫармӑс чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1974.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем