Шупашкарта «Тӗлӗнтермӗш хули» ача пахчи алӑкне уҫнӑ. Строительсем ӑна ыттисенчен расна ят панине, урӑх кунашкалли хулара ҫуккине палӑртаҫҫӗ.
ЧР Элтеперӗ савӑнӑҫлӑ уява хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев кӑҫал хулара пиллӗкмӗш ача пахчи уҫӑлнине палӑртнӑ. Республикӑри районсемпе хуласенче раштав вӗҫлениччен тепӗр 10 ача пахчи ӗҫлеме пуҫламалла-мӗн.
Ача пахчи уҫӑлни ашшӗ-амӑшӗшӗн, ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑн-чӑн парне тейӗн. Шупашкарта 3 ҫултан аслӑрах 300 ытла ача ҫеҫ черетре юлнӑ-мӗн.
«Тӗлӗнтермӗш хулинче» коридорсем хӑтлӑ, вӑйӑ пӳлӗмӗсем пур. Ку кӑна мар — унта сенсор пӳлӗм, физиотерапевт пӳлӗмӗ, тӑвар шахти, бассей та пур.
Ашшӗ-амӑшӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, паха ача пахчине пепкисене вырнаҫтарма нимӗнле йывӑрлӑх та пулман.
Михаил Игнатьев ача пахчине пӑхса ҫаврӑннӑ май воспитательсемпе те, шӑпӑрлансемпе те калаҫнӑ. Вӑл ҫитменлӗхсене палӑртнӑ. Вӗсене ҫитес вӑхӑтра пӗтермелле. Ав бассейнра мачча тӳрӗ мар-мӗн.