Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Велосипедистсен балне «ту патши» те ҫитнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.12.2014 21:21 | 1405 хут пӑхнӑ
Спорт Ҫӗнӗ Шупашкарти велосипедистсен балӗнче
Ҫӗнӗ Шупашкарти велосипедистсен балӗнче

Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулне нумаях пулмасть хулари велосипедистсем сезона вӗҫленине палӑртма пухӑннӑ. Пуҫтарӑннӑ-пуҫтарӑннах вӗсем асӑннӑ спорт шкулӗн велоспорт уйрӑмӗ 40 ҫул тултарнине те, «Йӗп ҫинчи хӗвел» физкультура юхӑмне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине те палӑртнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта велоспорт пуҫланса кайни тата унӑн аталанӑвӗ Василий Яковлевпа ҫыхӑннӑ-мӗн. Халӗ вӑл пирӗнпе ҫук пулин те ӑна пӗлекенсем ятне ырӑпа асра тытаҫҫӗ.

Велосипедистсен балӗ тесе ят панӑ уява тӗрлӗ шайри велотупӑшура ӑмӑртнӑ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем — Александр Осипов, Виктор Иванов, Вениамин Григорьев, Владимир Трофимов, Федор Пушкин, Сергей Иванов пырса ҫитнӗ.

Чӑн та, 40 ҫул хушшинче маларах асӑннӑ спорт шкулӗ республика чысне шоссе ҫинче тупӑшура, маутинбайк тата бэимикс енӗпе хӳтӗленӗ вуншар спортсмена вӗрентсе кӑларнӑ. Антон Чудиновских тата Дмитрий Белянкин, сӑмахран, ҫамрӑклах Раҫҫейри тата тӗнчи шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерме тытӑннӑ. Дмитрий ҫӗршыв чемпионӗ ята хальлӗхе 5 хутчен ҫӗннӗ, хӑй вӑл 29-та. Икӗ урапаллӑ «урхамаха» маттур «ҫӑварлӑхлама» пултарнине вӑл уява пухӑннисем умӗнче тепӗр хутчен кӑтартса панӑ.

Вӑрнар каччи, Иван Иванов, вара 1982 ҫулта СССР чемпионатӗнче финиша пӗрремӗш ҫитнӗ те тек «маххӑ паман». Унтанпа вӑл Испанири, Италири професси клубӗсемшӗн те тупӑшӑва тухнӑ. Ӑна «ту патши» тесе ят панӑ иккен.

Велопӗрлӗх пайташӗсен ӗмӗт-шухӑшӗ пысӑк, малашне те вӗсем ят ярас ҫук.

#Вӑрнар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #спорт, #велосипед

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем