Пысӑках мар Сӗнтӗрвӑрри хулинче тӗлӗнмелле пулӑм пулнӑ. Унта пысӑках мар ҫӳлевӗҫе тытнӑ.
Ҫакскер хулари кушаксене хӑваласа тытнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станцин эксперчӗсем ӑна ятарлӑ вырӑна хупнӑ. Мӗншӗн тесен унӑн урнӑ чир пуррипе ҫуккине палӑртмалла.
Хальлӗхе ҫӳлевӗҫӗн урнӑ чир пуррин палли палӑрман-ха. Чӗрчун хӑйне лайӑх туять, панӑ апата кӑмӑлпах ҫиет. Ҫӳлевӗҫе карантинран кӑларсан ӑна вӑрмана каялла ярӗҫ.
«Про Город» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан Олимпиада Семенова урамри кушаксене тӑрантарнӑ. Анчах пӗррехинчи вӗсем килме пӑрахнӑ. Хӗрарӑм урама тухсан ҫӳп-ҫап контейнерӗ хыҫӗнче хӑрушӑ сасӑ илтнӗ, унтан вӑл кушак виллине тата ун умӗнчи ҫӳлевӗҫе курнӑ.