Шупашкар хула администрацийӗ Юрпикесене кӑҫал подиум тӑрӑх уттарасшӑн. Сӑмахӑмӑр — «Мисс Юрпике» конкурс пирки. Унӑн положенине хула администрацийӗн культура управленийӗ хатӗрленӗ.
Ытти илем конкурсне хутшӑнас тесен модельсенни евӗр кӗлеткеллине пӑхаҫҫӗ тӗк, Юрпикене мӑнтӑр пулсан та, хыткан пулсан та тиркемӗҫ. Анчах ҫула кура суйлассине вара шута илмеллех. Хӗл мучин мӑнукӗ шутланаканскерӗн 16 ҫултан пуҫласа 30-а ҫитиччен пулмалла. Конкурсра хӑйсене тӗрӗслесе пӑхас текенсен раштавӑн 6-мӗшӗччен «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи «Культурӑллӑ Шупашкар» ушкӑнра заявка памалла. Унта ята-шыва, миҫерине кӑтартмалла, хӑш енпе пултаруллине ҫырмалла тата мӗншӗн шӑпах эсир «Мисс Юрпике» ята тивӗҫҫине ӑнлантарма пӗлмелле. Кайран хӗрсене суйласа илӗҫ. Финала тухиччен вӗсен подиум тӑрӑх утма хӑнӑхмалла, видео- тата фотоӳкерчӗксем хатӗрлемелле. Конкурс финалӗ «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче раштавӑн 21-мӗшӗнче иртӗ. Унта пурне те кӗртессине пӗлтермелле.