Раштавӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫул-йӗр юхӑмӗн управленине хӑй майпа йӗркелсе пымалли тытӑма лартассипе аукцион иртмелле. Контракта ҫӗнӗ ҫула кӗриччен пурнӑҫламалла.
Автоматизациленӗ тытӑм светофорсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарӗ. Ҫапла туни Чапаев скверӗнчен тытӑнса Мускав проспекчӗ Кривов урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑн таран «симӗс юхӑм» йӗркелеме май парӗ. «Симӗс юхӑма» 18 светофор лекмелле.
Тытӑм ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑрӑва йӗркелесе пыракан, информаци пухса ӑна упракан тата видеона йӗркелекен центрсенчен тӑрӗ. Ҫак ӗҫ валли хула администрацийӗ 9,976 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Шупашкар вӑл тупрана хулан транспорт тытӑмне кӑҫал аталантарасси ҫинчен йышӑннӑ программӑпа пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ тытӑма автоматла меслетпе те, ҫын та пӑхса йӗркелесе тӑма пултарӗ.