Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вилекенсем ҫуралакансенчен нумайрах

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.09.2009 19:55 | 2132 хут пӑхнӑ

Шупашкар районӗнче 58 пин ҫын ытла пурӑнать. Юлашки ҫулсенче район халӑхӗн йышӗ ӳсрӗ. Ку ӳсӗм ҫуралакан ачасен хисепӗ пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗнчен пысӑкраххипе мар, района пурӑнма килекенсем хушӑнсах пынипе пулса пырать.

Район хуласен ҫумӗнче вырнаҫнӑран кунта чылаййӑн куҫса килеҫҫӗ. Ҫурт-йӗр хуласенчи хваттерсенче пурӑнакансем те нумай лартаҫҫӗ. Хайхи «Дом в деревне, свое молоко» лозунг хӑйӗн ӗҫнех тӑвать.

Ял халӑхӗн хисепӗ пирки ял администрацийӗсем тытнӑ экспертсем мӗнле прогноз параҫҫӗ-ха;

2007 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Апаш ял тӑрӑхӗнче 2026 ҫын пурӑннӑ. «2020 ҫул тӗлне Апаш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен йышӗ паянхи шайрах юлӗ е нумаях чакмӗ» тенӗ ял тӑрӑхӗн генеральнӑй планӗнче. Шемшер ял тӑрӑхӗнче 1280 ҫын пурӑннӑ. 2025 ҫул тӗлне 1269 ҫын юлма пултарать теҫҫӗ экспертсем. Атайкасси ял тӑрӑхӗнче 2787 ҫын пропискӑра тӑнӑ. Анчах пуласлӑхра кунта та йыш чакать иккен. Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче 4780 ҫын тӗпленнӗ. 2025 ҫулта кунта 40 ҫын сахалрах пурӑнма пултарать. Ишлейре 5773 ҫын шутланнӑ. 2020 ҫул тӗлне кунта йыш паянхи шайрах юлӗ е кӑштах чакӗ. Кӑшавӑш (2651 ҫын), Лапсар (5040 ҫын), Ҫӗньял (4738 ҫын), Ҫырмапуҫ (2134 ҫын), Чӑрӑшкасси (2034 ҫын), Янӑш (1427 ҫын), Ҫӗньял-Покровски (1703 ҫын) ял тӑрӑхӗсенче те йыш ҫав шайрах е кӑштах чакӗ тесе палӑртаҫҫӗ экспертсем.

Прогноз хӗпӗртемеллиех мар. Пирӗн ялсенче те 2025 ҫул ҫитичченех вилекенсем ҫуралакансенчен ытларах пулӗҫ, ҫавӑнпа халӑх йышӗ ӳсмӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте чакӗ те. Ку вӑл — пӗтӗм Раҫҫейӗн ҫивӗч ыйтӑвӗ. Ҫӗршывра ҫуллен пӗр миллиона яхӑн ҫын катӑлса пырать.

Анчах пирӗн халӑх йышне паянхи шайрах хӑварма, кунтан та ытларах ӳстерме те май пур. Хула ҫыннисем районта ҫурт-йӗр ҫавӑрмашкӑн ҫӗр лаптӑкӗ илме район администрацийӗ ирттерекен аукционсене ҫапӑҫса тенӗ пекех хутшӑнаҫҫӗ, тепӗр чухне ялта ӗҫлесе пурӑнакансене ҫӗр лаптӑкӗсӗр хӑвараҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Тутаркасси, Ҫӗньял, Кӳкеҫ, Тренккасси, Атайкасси, Ҫатракасси, Ишлей, Лапсар таврашӗсенче паян мӗнле коттедж кӑна ҫуталса лармасть. Хуҫисем пурте тенӗ пекех хуласенче ӗҫлеҫҫӗ. Тӗрлӗ наци ҫыннисем, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. Ҫапла вара район халӑхӗн йышӗ паянхи шайран чакмӗ, хула халӑхӗн шучӗпе ӳсме те пултарать.

2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ (перепись) район халӑхӗн 95%-чӗ чӑваш пулнине ҫирӗплетрӗ. Ҫитес ҫырав тӗлне районти халӑх тытӑмӗ (составӗ) улшӑнма пултарать.

Мӗншӗн? Хула халӑхӗн пӗр пайӗ ялсене пурӑнма таврӑннипе халӑх чӗлхи вырӑсланать. Ку вара йӑла-йӗркене, культурӑна улӑштарать.

Ӗнтӗ халӑхӑмӑр пин-пин ҫул хӑйӗн культурипе ытти нацисен умӗнче мӑнаҫланса пурӑннӑ, тӗнчене хӑйӗн йӑли-йӗркипе тӗлӗнтернӗ. Район халӑхӗн экономикӑра та, кулленхи пурнӑҫра та, культурӑра та, хӑй мӗн пултарнине сыхласа хӑвармалла. Вара тин эпир ытти халӑхсемшӗн кӑсӑклӑ пулӑпӑр.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Тӑван Ен» хаҫат

#Атайкасси, #Вӑрман-Ҫӗктер, #Кӳкеҫ, #Апаш, #Лапсар, #Шупашкар районӗ, #халӑх йышӗ, #Ишлей

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем