Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.11.2014 19:51 | 2484 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ 3-мӗш литература конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Мероприятине институт директорӗ Юрий Исаев уҫрӗ. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх маларах ку чыслав наци вулавӑшӗнче иртмелле пулнӑ, анчах чӑрмавсем кӳнине пула юлашки вӑхӑтра ҫеҫ мероприяти вырӑнне тупма пултарнӑ.

Чыслава Турцирен килнӗ хӑнасем килчӗҫ. Вӗсем ҫӗнтерӳҫӗсене ӗнентерӳ хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Асилтеретпӗр, пӗрремӗш вырӑна (чӑваш тапхӑрӗнче) Илле Ивановӑн «Durak» калавӗ тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑн Елена Мустаевӑн «Ҫылӑх» калавӗ йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗ — Евгений Турханӑн «Лаша ӑҫта ҫухалнӑ?» калавӗ. Унччен эпир пӗлтернӗ тӑрӑх виҫҫӗмӗш вырӑна Анатолий Смолинӑн «Касу, е Хӗвел тымарӗ» калавӗ тухни пирки калаҫу пыратчӗ, анчах каярах ҫак хайлав маларах пичетленни пирки пӗлнӗ те ӑмӑртуран кӑларнӑ. Илле Ивановӑн «Durak» калавӗпе вара ҫитес вӑхӑтра («Салам» хаҫатра пичетленсе тухнӑ хыҫҫӑн) эсир пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр.

Кашкар Махмучӗ — Махмут ибн ал-Хусейн ибн Муххамад ал-Кашгари — 1008 ҫулта Кашкар хулинче ҫуралнӑ, 1101 е 1126 ҫулта вилнӗ. 2008 ҫулта ЮНЕСКО Еврази ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ сӗннипе Кашкар Махмучӗ 1000 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Махмуд ал-Кашгарин паллӑ ӗҫӗ — «Тӗрӗк чӗлхисен пуххи» тӗрӗк энциклопедийӗ. Унта историпе культура, этнографи тата лингвистика материалӗсем кӗнӗ. Вӑл вунпӗрмӗш ӗмерти тӗрӗк халӑхӗсен авалхи ламсен нисеп хаклӑхӗсене тата тыткаларӑш виҫисене, ҫавӑн пекех тӗнче курӑмне кӑтартса паракан палӑк шутланать.

#чӑваш чӗлхи, #ЧПГӐИ, #чыславсем, #литература, #Турци, #конкурссем, #Чӗмпӗр, #Тутарстан

 

Комментари:

Юман // 3349.22.5241
2014.11.22 22:37
Республикă правительствинче тата Наци конгресĕнче ларакан йĕксĕк чăвашсен хура ĕмĕчĕ пурнăç кураймарĕ. Влаçран хăрамасăр хăйсен гражданлă позицине уççăн калакан Юрий Исаев тата унăн шухăшташĕсене чун-чĕререн тав тăватăп! Паллах, ЧПГĂИ ĕçченĕсене çеç мар, 21-мĕш ĕмĕре çитсе чăваш ячĕ намăс ан куртăр тесе тăрăшакан жюри тата организаци ыйтăвĕсене сӳтсе явакан хастарсене куççуль тăкса алран тытатăп.
Agabazar // 2193.63.5968
2014.11.23 13:45
Agabazar
Юман,
Тав туни аван.

Анчах та кунта пĕр самант пур. Ахăртнех Юрий Исаевăн та нимĕнле паттăрлăхĕ те çук ку тĕлĕшпе.

Çӳлтен татăклăн хушнă пулсан, Юрий Исаев та пулăшаймастчĕ пулĕ. Эппин çултен ун патне унашкал хушу килмен. Çавă çеç. Кашгар Махмучĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем