Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем республикӑри кашни ялтах пур. Юлашки вӑхӑтра вӗсем уйрӑмах ӗрченӗ пулмалла. Ара, саккун ҫапкаланчӑксене ятарлӑ ирӗк илмесӗр тытма, пеме чарать. Йытӑсем вара ӗрчеҫҫӗ, ҫынсене тапӑнаҫҫӗ… Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Попой ялӗ ҫывӑхӗнче те килсӗр йытӑсем йышланни, вӗсем ҫынсене тапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытмалли ҫӗнӗ хака палӑртнӑ. Документра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапкаланӑк пӗр йытӑна тытмашкӑн 568 тенкӗ те 13 пуса ларӗ.
Сӑмах май, ҫак кунсенче Шупашкар хулинчи Мускав районӗнчи Чантӑр ялӗнче «Спецавтохозяйство» АУО ӗҫченӗсем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытма тухнӑ. Вӗсем иккӗшне тытнӑ. Ҫакна ӗҫченсем ялти халӑх ыйтнипе тунӑ.
Чăн чăваш // 2007.47.9159
2014.11.20 21:44 | |
Чăваш чĕлхин грамматикипе килĕшӳллĕн "йытăна" мар, йытта" тесе çырмалла! |