Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ҫынсем BBC журналистне вырӑсланнӑн туйӑннӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.11.2014 20:34 | 1421 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

ВВС корреспонденчӗ Марк Страттон Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсене ҫитсе унти вырӑс мар халӑхсем епле пурӑннипе кӑсӑкланнӑ. Кун пирки BBC News сайтӗнче хыпарланӑ.

«Раҫҫей сахалтан та 190 этнос ушкӑнӗ пурӑнакан ҫӗршыв», — тесе ҫырнӑ иккен Страттон. Наци сӗмӗллӗ ыйтӑва Мускав хурласа йышӑннине кура вак халӑхсен Раҫҫейре пурӑнма еплерех иккенне пӗлес тӗллев лартнӑ иккен BBC корреспонденчӗ.

Страттон Раҫҫей республикисенче хӑйсен парламенчӗ пур пулин те республика ертӳҫисене юлашки вӑхӑтра ҫӗршыв пуҫлӑхӗ лартнине палӑртса хӑварнӑ. Ҫапла туни, Страттон шучӗпе, наци ыйтӑвӗсене татса панӑ чух республикӑсене Мускава пӑхӑнтарасшӑннипе ҫыхӑннӑ имӗш.

BBC корреспондентне Чӑваш Енре акӑлчан чӗлхин преподавателӗ Тамара Воробьева ертсе ҫӳренӗ. Вӑл Раҫҫей Чӑваш Ене колоние илменнине, вӑл ӑна чӑваш культурине сыхласа хӑварма пулӑшнине палӑртнӑ. «Раҫҫей йышӗнче эпир телейлӗ, хамӑра хӗснине нихӑҫан та сисмен», — тенӗ Воробьева.

Страттонпа калаҫнӑ хӗрарӑм шучӗпе СССР саланнӑ хыҫҫӑн Чӑваш ен чӗрӗлме тытӑннӑ. Хӑй сӑмахне ҫирӗплетме вӑл чӑваш чӗлхине шкулта вырӑс чӗлхипе тан вӗрентнине, урамра вывескӑсене икӗ чӗлхепе ҫырнине илсе кӑтартнӑ. «Чӑваш чӗлхи республикӑра пӗртен-пӗр чӗлхе пулсан вырӑссен Чӑваш енрен тухса кайма тивӗччӗ, ку вара экономика катастрофи патне ҫитерӗччӗ», — тенӗ иккен акӑлчан чӗлхин преподавателӗ.

Кун пек шухӑшлакансемпе Марк Страттон ытти республикӑра та тӗлпулнӑ. Вӗсем пурте, Тутар Республикинче кӑна ун йышшисене журналист сахалтарах асӑрханӑ иккен, BBC корреспондентне ытлашши вырӑсланнӑн туйӑннӑ.

«Халӑхсем хушшинчи килӗшӳ Раҫҫейре яланах пулман. Тӗслӗхе ҫирӗплетме Чечняна илме пулать, — тесе ҫырнӑ иккен журналист. — Анчах Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнче тӗрлӗ культура ӗмӗрсем хушши пӗр хуранта пухӑннӑ, анчах вӑл вӗресе кайман».

#чӑвашсем, #МИХсем, #BBC, #тӗпчевсем, #ҫулҫӳревсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1967.html
 

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.13 21:16
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кама та пулин кӳрентерсе çырсан çав-çавах хурататăп!
2014.11.13 21:38
Аçтахар Плотников
Микулай, тата кӳрентерсе çыран пулсан илетĕп те Чăваш халăх сайтне хупатăп! «Пĕр питлĕ» çынна туп та чăвашла хыпарсем çыртар.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.14 08:27
Эпĕ кама кӳрентернĕ? Вырăс чĕлхи Чăваш республикинче чăваш чĕлхине пĕтерчĕ, анчах та çавна курмăш пулаççĕ.
2014.11.14 11:55
Аçтахар Плотников
Никама та кӳрентермесĕр çырма пултаратăн-çке. Тепре кӳрентерӳ сăмахĕсемпе усă курсан сирĕн шухăшăрсене пурне те хуратса пырăп. Ман сирĕн шухăшсенче кӳрентерӳ сăмахĕ пур е çуккине сăнаса ларма вăхăт çук.

//Вырăс чĕлхи пирĕн чĕлхене çиет тесе макăрса ларма пулать вăл. Анчах ĕçне тума, çак лару-тăрăва улăштарма, паллах, йывăртарах. Эсир чăваш чĕлхине çăлас тесе мĕн тунине пĕрре те илтмен. Пĕр «макăрнисĕр» пуçне.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.14 13:14
Вырăс чĕлхи Чăваш республикинче чăваш чĕлхине пĕтерни кама кӳрентерме пултарать?
2014.11.14 13:27
Аçтахар Плотников
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: --
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.14 15:42
Вырăс чĕлхи Чăваш республикинче чăваш чĕлхине пĕтернине курман пекки туни мĕне пĕлтерет?
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.17 13:39
Кунта эпĕ чăваш чĕлхине çăлас тесе мĕн тунине пĕрре те илтмен. Пĕр «макăрнисĕр» пуçне тесе çырнă.
Суять.
Тата эпĕ макăрма коммунист мар-çке.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем