Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Персона: Николай Яковлев график-сатирик вилнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 06.11.2014 22:48 | 1678 хут пӑхнӑ
Персона Николай Яковлев график-сатирик
Николай Яковлев график-сатирик

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 90 ҫула кайса СССР журналистсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикинчи художниксен союзӗн пайташӗ, Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Ен Халӑх академийӗн чӑн членӗ, график-сатирик, писатель-публицист, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ варҫин участникӗ, Муркаш районӗн хисеплӗ гражданинӗ, районти «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» хаҫатӑн штатра тӑман корреспонденчӗ Николай Лукич Яковлев вилнӗ.

Н.Л. Яковлев 1925 ҫулхи январӗн 31-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Актай ялӗнче колхозник ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухсан хӑйӗн ӗҫ биографине Панкли ял Совечӗн секретарӗнчен пуҫланӑ.

Николай Лукич шкулта вӗреннӗ чухнех ӳкерме юратнӑ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртес шутпа 1950 ҫулта Шупашкарти художество училищине вӗренме кӗнӗ.

Н.Л. Яковлев пӗрмаях тӗрӗслӗхшӗн ҫуннӑ теҫҫӗ ӑна пӗлекенсем. 1956 ҫултан тытӑнса 1967 ҫулхи январь уйӑхӗччен республикӑра тухса тӑракан «Капкӑн» журналӑн ӳнер пайӗн заведующийӗнче, кайран журналӑн штатра тӑман художникӗнче тӑрӑшнӑ чухне те пурнӑҫри ҫитменлӗхе хӑйӗн ӳкерчӗкӗсенче питленӗ. Вӑл — Пӗтӗм тӗнчери «Сатира — миршӗн кӗрешессинче» куравсене, Пӗтӗм Союзри, Раҫҫейри, республикӑри тӗрлӗ курава хутшӑннӑ. Ҫакӑншӑн тата тӗрлӗ хаҫат-журнала шаржсемпе илемлетнӗшӗн вӑл Иван Мучин премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Николай Лукич хӑйӗн ӗҫӗсен куравне те тӑтӑшах йӗркеленӗ. Унӑн пултарулӑх мастерскойӗнче 1000 ытла ӗҫ упранать.

1961 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен тытӑнса 1985 ҫулччен Н.Л. Яковлев Шупашкарти телевидени студийӗн тата Чӑваш пукане театрӗн художникӗнче тимленӗ. Ҫав хушӑрах «Капкӑн» журналта та вӑй хунӑ.

Н.Л. Яковлев чӑваш халӑх культурине аталантарассишӗн нумай вӑй хунӑ. Ф.С. Васильев ячӗллӗ музея туса хурассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Вӑл тӑван ен историйӗпе унӑн ҫыннисем ҫинчен ҫырнӑ статьясем район хаҫатӗнче, республикӑра тухса тӑракан хаҫат-хурналсенче пичетленнӗ.

Николай Лукич — «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» (2006), «Тернистый путь художника» (2007), «Кун-ҫул эрешӗсем» (2008), «Асӑмри» (2010), «Все из жизни» (2012) кӗнекесен авторӗ.

Н. Л. Яковлев спортпа та питӗ туслӑччӗ. Ҫитӗнекен ӑрушӑн ку енӗпе ырӑ тӗслӗхчӗ.

Пултаруллӑ ентешемӗрӗн ӗҫне ҫӗршывра тивӗҫлипех хакларӗҫ. Николай Лукича 1960 ҫулта СССР журналистсен союзӗн, 1995 ҫулта Чӑваш Республикин художниксен союзӗн членне илнӗ. 1985 ҫулта вӑл «Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Ӑна «Чӑваш халӑх академикӗ» (2000) хисеплӗ ята та панӑ. Н.Л. Яковлева Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 2-мӗш степень орденӗпе, 12 медальпе наградӑланӑ.

Н.Л. Яковлевӑн ҫутӑ сӑнарӗ яланах пирӗн чӗрере упранӗ.

#Муркаш районӗ, #Капкӑн, #ҫухатусем, #Актай, #Панкли

 

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.07 11:24
Йывăр тăпри - çăмăл пултăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем