Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: «Чӑваша — чӑваш чӗлхи кирлӗ...» канашлу иртмелле

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.11.2014 19:21 | 2662 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Чӳкӗн 27-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, чӑваш поэзийӗн никӗсне ҫӗнӗлӗх хывнӑ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑваша — чӑваш чӗлхи кирлӗ...» канашлу иртмелле. Меропритие Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пулӗ. Пуҫламӑшӗ 10 сехетре.

Канашлура гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев, республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ В.Н. Иванов, Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ Пётр Краснов, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп директорӗ–тӗп редакторӗ Валери Туркай, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов тата ыттисем тухса сӑмах каламалла. Доклад калакансен йышӗнче вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин ертӳҫи Анна Семёновна Егорова, гуманитари институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Эктор Алос и Фонт, «Чӑваш Республикин вӗрентекенсен ассоциацийӗ» ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Георнтий Никифоров, вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова, Шупашкар районӗнчи Кӑшлавӑш шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗ Евгений Майков, вӗренӳ институчӗн обществӑлла дисциплинӑсен кафедрин преподавателӗ Елена Енкка тата ыттисем пулӗҫ.

Ӑслӑлӑх канашлӑвӗн тӗллевӗсем: чӑваш чӗлхипе литератури предмечӗсен вӗренӳ планӗнчи вырӑнне уҫӑмлатасси; шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентессине упраса хӑварасси тата пурнӑҫра чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне, пӗлтерӗшӗпе хӑватне ҫӗклесси, чӑвашла калаҫу талккӑшне анлӑлатасси.

Чӑваш чӗлхишӗн пӑшӑрханакан пур чӑваша та хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.

#канашлусем, #вӗренӳ, #вӗренӳ институчӗ, #ЧПГӐИ, #чӑваш чӗлхи, #ӑслӑлӑх, #Ҫеҫпӗл Мишши

 

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.06 20:07
Кремльте урăхла шутлаççĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен Акапасар каланă тăрăх Чăваш республикинче чăваш чĕлхипе çырнă Чăваш республикин Конституцин юридикци вăйĕ çуккă имĕш.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем