Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.2 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Михаил Игнатьев канать, Иван Моторин ӗҫлет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.11.2014 12:25 | 1379 хут пӑхнӑ
Политика Митинга пынӑ Михаил Игнатьев
Митинга пынӑ Михаил Игнатьев

Паянтан пуҫласа Чӑваш Ен Элтеперӗн ӗҫне Иван Моторин пурнӑҫлать. Михаил Игнатьева хӑйӗн пуканне, паллах, пушатма ыйтман — ку улшӑну республика Элтеперӗ канма шутланипе ҫыхӑннӑ. Михаил Игнатьевӑн канӑвӗ чӳкӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.

Ӗнер вара Михаил Васильевич Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑннӑ. Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ митинга пурӗ 10 пин ҫын пухӑннӑ, унта республика Элтеперӗ те ҫитнӗ. Сӑмах май, халӑха пӗрлештерес тесе ирттернӗ митингра темшӗн ытларах вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланнӑ, ялавӗсем те ытларах Раҫҫей патшалӑхӗн пулнӑ. Патшалӑх органӗсене купи-купипех ҫак танмарлӑх пирки ҫыру ҫырсан та ку тӗрӗсмарлӑха ниепле те пӗтерме ҫук пулас.

Сӑнсем («ПроГород» хаҫатӑн)

#пухусем, #политика, #ӗҫ вырӑнӗсем, #чӑваш чӗлхи, #Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ

 

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.06 08:05
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: кӳрентерӳ сăмахĕ пур
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.06 18:45
Сăнӳкерчĕкĕсем пурте ют чĕлхепе. Чăвашла çырма Кремль ирĕк памаcть е Шупашкар вырăссен хули?
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.06 20:10
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: ыттисене кӳрентерни пур
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.06 22:09
"Малтан çырнинче Кремль сăмах кăштах çеç уйрăлса тăраччĕ. Анчах та вăл сăмах темшĕн ... килĕшмест." - тесе çырнăччĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем