Чӳк уйӑхӗн 3–4-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Ӳнер каҫӗ» иртмелле. Вӑл республикӑри мӗнпур патшалӑх музейне пӗрлештерӗ.
Мероприятие каҫхине йӗркеленӗ май темле ӗҫлӗ ҫын та ҫавӑн чухне музея ҫитме вӑхӑт тупассах тесе шанаҫҫӗ. Кӑҫалхи «Ӳнер каҫӗ» чи малтанах пултарулӑх каҫӗ пуласса шантараҫҫӗ. Унӑн девизне те шухӑшласа тупнӑ. «Хутшӑн тата ылмаш» ят панӑ ӑна.
Кӑҫалхи акцин тӗп тӗллевӗ республикӑра пурӑнакаснене хӑйсен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси теҫҫӗ. Республикӑри патшалӑх музейӗсене касан сӑвӑ ҫырма е портрет ӳкерме, Гамлета сӑнарлама е гитарӑпа выляма, фуэте ҫавӑрма е тӑмран пӗр-пӗр савӑт ӑсталама май туса парӗҫ.
Ҫынсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне уҫса пама Чӑваш наци музейӗн литература, музыка тата художество салонӗсӗем пулӑшӗҫ. Киносалонта «3D форматлӑ Шупашкар» фильм кӑтартӗҫ.
А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн Мемориал комплексӗнче каҫхи тӳпене пӑхтарӗҫ.