Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Тутар чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине кӑтартакан сертификаци тытӑмне кӗртесшӗн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.10.2014 18:23 | 1892 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Тутарстан IELTS, TestDaf тата Dele пӗтӗм тӗнчери чӗлхе экзаменӗсем евӗр тутар чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине палӑртакан пӗтӗм тӗнчери сертификаци тытӑмне кӗртет. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ку тестсене 2015 ҫулта 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем тытӗҫ, темиҫе ҫултан — Тутарстанри аслӑ шкулсен студенчӗсем. ТР Вӗренӳ министерстви сертификатсене малашне ӗҫ паракансем те хакласса шанаҫҫӗ.

Чӗлхе сертификаци центрне тумашкӑн контракт алӑ пусмалла. ТР Вӗренӳ министерстви кун пирки юпан 16-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Техника заданийӗпе килӗшӳллӗн, центра тӑвакан организаци ҫулталӑк вӗҫӗччен ытти ҫӗршыври сертификаци центрӗсене пӑхса тухмалла, Раҫҫей тата ют ҫӗршыв эксперчӗсемпе канашламалла тата тестсене хатӗрлеме тытӑнмалла. Чӗлхе сертификацине тытмалли аудитори 30 тӑваткал метртан пӗчӗк пулмалла мар. Унта 26 ҫынран кая мар кӗмелле.

Сертификаци центрне 2014 ҫул вӗҫне уҫма палӑртнӑ. Тестсене тӗрлӗ шайра вӗренекенсем валли хатӗрлӗҫ. Вӗсене Кембриджри пек хатӗрлеме палӑртнӑ. Унтан центр вӗсене Кембриджри университет ҫумӗнчи ALTE пӗтӗм тӗнчери ассоциацине ярӗ. Кун хыҫҫӑн сертификаци тӗнче стандарчӗ пек пулӗ. Ҫапла майпа унпа Тутарстанри вӗренӳ заведенийӗсенче усӑ курма май пулӗ.

2015 ҫулта теста 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем тытӗҫ. Вӗсене аттестатпа пӗрле тутар чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине кӑтартакан сертификат парӗҫ. Вырӑс ушкӑнӗнче вӗренекенсем, чӑвашсем, удмуртсем чи ҫӑмӑл теста тытӗҫ. Тутарстанри ятарлӑ шкулсенче чи йывӑр теста пурнӑҫлӗҫ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тестсем тӳлевсӗр пулӗҫ. Ҫакна пурнӑҫлама Тутарстан 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Тест валли ҫулсерен 1 миллион тенкӗ пӑхса хурӗҫ.

Медицина унивеситетӗнче тутар чӗлхине професси хутшӑнӑвӗ валли вӗрентеҫҫӗ. Аслисем студентсене литература чӗлхипе яка калаҫма вӗренме хӗтӗртмеҫҫӗ. Анчах кашниех кӗлеткен пайӗсен ячӗсене тутарла пӗлмелле-мӗн.

#кӳршӗре, #Тутарстан, #тутар чӗлхи, #вӗренӳ, #тӗрӗслевсем

 

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.26 18:51
Питĕ лайăх хыпар. Чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине кăтартакан сертификаци тытăмне тумаççĕ пулĕ.
Марине // 1734.77.9433
2014.10.27 21:40
Кӳршĕсем хăйсене юратнине пур енчен те курма пулать. Пирĕн халăх хăйне хăçан юратма пуçлать-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем