Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Афиша: Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ 75 ҫулхине хатӗрленет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.10.2014 17:32 | 1544 хут пӑхнӑ
Афиша Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ 75 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура палӑртма хатӗрленет. Уяв мероприятине асӑннӑ учреждени Чӑваш Ен Элтеперӗн гранчӗ шучӗпе йӗркелӗ.

«Ҫитмӗл пиллӗкмӗш кӗркунне. Ӳнерти пурнӑҫ (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ 75 ҫул тултарнине халалласа)» ят панӑ мероприятие чӳкӗн 7-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Тепӗр кунхине уяв Вырӑс тата ют ҫӗршыв ӳнерӗн пайӗнче (вӑл Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) малалла тӑсӑлӗ.

Мероприяти программине «Ҫитмӗл пиллӗкмӗш кӗркунне. Ӳнерти пурнӑҫ (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ 75 ҫул тултарнине халалласа)» пресс-конференцие, «Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ. Пухмачсен историйӗ. Чи лайӑх хайлавсем» альбом-каталог хӑтлавне, Шупашкар тӑрӑх кӑтартса ҫӳрессине, юбилея халалланӑ курава, «Классика» юрӑ капеллин музыка саламне, П.П. Беньков живописҫӑ ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ «ҫавра сӗтеле» кӗртнӗ.

#ӳнер музейӗ, #музейсем, #юбилейсем, #куравсем, #культура

 

Комментари:

Migulaj // 1377.7.6062
2014.10.20 20:18
Ку музей вырăссем валли çеç-ши? Ют чĕлхепе çырнă та.
Agabazar // 7828.5.9506
2014.10.21 03:56
Agabazar
Микулай, кайăр та тӳрлетĕр.
Сире хирĕç çапла калама пултараççĕ: Чăваш вырăсла пĕлет, эппин мĕн чăвашла çырса чăрманмалла?
Мĕн тейĕр çакна хирĕç???
Migulaj // 1377.7.6062
2014.10.21 09:05
Чăваш чĕлхине ăна Патшалăх шайĕнче туса пымалла. Тĕнчере чи малтан тăван чĕлхене сыхласа хăварасшăн, ют чĕлхене мар. Чăвашăн чи малтан тăван чĕлхине Çĕр çинче упраса хăварас шухăшпа пурăнмалла. Ют чĕлхесем пирки ют çынсен пăшăрханмалла, чăвашсен мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем