Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Хӑш-пӗр шкулта кӗрхи каникула ытти ҫулхинчен маларах янӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 20.10.2014 14:04 | 1107 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Республикӑри хӑш-пӗр шкулта кӗрхи каникула ытти ҫулхинчен маларах янӑ. Ҫапла тума инкеклӗ лару-тӑру хистенӗ.

Иртнӗ эрнекун пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунине пула тата ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе лартнине пула ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса пӗтнине нумайӑшӗ асӑрхарӗ ӗнтӗ, кун пирки пирӗн сайт хыпарланӑччӗ. Ку вӑхӑтра Шупашкарта троллейбуссем йӑпӑртлӑха чарӑнса илнине те, ял-хуласенчи микрорайонсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнине те пиртен кашниех пӗлет. Хӑш-пӗр ҫӗрте ялсем халӗ те ҫутӑсӑр лараҫҫӗ.

Ҫутҫанталӑк ҫапла шар кӑтартнине кура республикӑра инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑну та кӑларнӑ.

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 9 сехетре Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 17 шкулпа 7 ача пахчи ҫутӑсӑр ларнӑ. Уйрӑмах кӑткӑс тӑрӑм Муркаш районӗнче иккен. Унта 25 шкултан тӑваттӑшӗнче, 14 ача пахчинчен тӑваттӑшӗнче ҫутӑ ҫук. Электричество ҫуккине кура ӑшӑ кӑмакисем ӗҫлеймеҫҫӗ. Шкулсенче ӑшӑ тата ҫутӑ ҫуккине кура ачасене кӗрхи каникула иртерех яма йышӑннӑ.

#вӗренӳ, #шкулсем, #ҫанталӑк, #ҫутҫанталӑк, #Муркаш районӗ, #Элӗк районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Шупашкар районӗ, #Етӗрне районӗ, #кану

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=122074
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем