Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Ашшӗн ачисем» премьера сцена ҫине тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.10.2014 16:28 | 2011 хут пӑхнӑ
Культура Спектакльти самант
Спектакльти самант

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулчӗ. «Ашшӗн ачисем» спектакле курма халӑх чылай пухӑнчӗ.

Спектакль режиссерӗ — Валерий Карпов. Ӑна Сергей Найденовӑн «Дети Ванюшина» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Порфирий Афанасьев куҫарнӑ.

Драмӑра вӑтам пурӑнакан ҫемьене сӑнласа кӑтартнӑ. Ҫемье пуҫӗ Ванюшин пӗр вӗҫӗм укҫа ӗҫлесе илесси ҫинчен шухӑшлать, ачисем епле ӳссе ҫитӗннине те курмасть. Пӗр ҫемьери 6 ача пӗр-пӗриншӗн — пачах ют. Пурте укҫашӑн. Ашшӗ курпунлӑ хӗрне Клавдие укҫа парса качча ярать. Людмилӑна та ҫапла майпа путсӗр арҫынна парса ярать. Константин — хытӑ чунлӑ ҫын. Вӑл та укҫа ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать. Костьӑна иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкӗ юратса пӑрахать, унӑн ҫие юлать. Хӗре намӑслантарса килтен кӑларса яраҫҫӗ. Кӗҫӗн ывӑлӗ Алексей ҫеҫ укҫашӑн хапсӑнмасть. Ӑна ку килте сывлама та йывӑр.

Пӗр кунхине Ванюшин арӑмӗпе чунне уҫса калаҫать. Вӑл ӗмӗрӗпех ачисемшӗн тӑрӑшнӑ-мӗн. Вӗсене ятланӑ, анчах чунӗ епле ҫуннине никам та курман. Юлашкинчен Ванюшин ӑсран тайӑлма тытӑнать. Константин киле пулас арӑмне илсе килет. Лешӗ каччӑна ҫирӗп алӑра тытать — ҫавӑ кирлӗ ӑна. Пулас арӑм гитара каласа юрлать. Урамра шаплатнӑ сасӑ илтӗнет. Ванюшин перӗнсе вилнӗ…

Драма куракана тарӑн шухӑша ярать. Постановкӑра сӑнар нумай. Ку пьеса тӑршшӗпех шухашлаттарать. Артистсем рольсене чӗре витӗр кӑларса вылянине куракан хакламасӑр хӑвармастех. Ҫакна драма вӗҫленсен халӑх ура ҫине тӑрса чылайччен алӑ ҫупни ҫирӗплетрӗ.

#академи драма театрӗ, #театрсем, #спектакльсем, #премьерӑсем, #куҫарусем, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем