Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Юпан 7-мӗшӗнче вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхине «ура хуни» пирки пухӑнса калаҫӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.10.2014 11:15 | 2452 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Юпан 7-мӗшӗнче (ытларикун), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханакансем пухӑнӗҫ. Тӗп ыйту: Федераци шайӗнчи вӗренӳ стандартне (ФГОС) пурнӑҫа кӗртнӗ май чӑваш чӗлхине вӗрентессине епле сыхласа хӑварасси пирки.

Ҫитес ҫултан ФГОС текен япалапа 5-мӗш класра вӗрентме тытӑнмалла, кӑҫал ҫак «тискер» (чӑннипе тискерлӗхӗ ҫук пулӗ-ха, анчах чӑваш чӗлхишӗн тискертен те тискер кайӑк евӗрех пырса килет вӑл) программа 4-мӗш классчен кӑна ҫитнӗ-ха. Ҫавӑнпа та ҫав программӑпа вӗрентме хатӗрленес тесе кӑҫал республикӑри 4 районта (сӑмахран, Элӗк районӗнче) тата темиҫе вырӑс шкулӗнче (тӗслӗх пек Красноармейскинчи шкулсене илес пулать) эксперимент шайӗнче тенӗ пек ялсенче чӑваш чӗлхине вырӑс шкулӗн программипе вӗрентсе, вырӑс шкулӗнче вара чӑваш чӗлхин сехечӗсене пӗтерсе пӑхаҫҫӗ.

Енчен те Тутарстанра тата Пушкӑртстанра ФГОС программине пурнӑҫлас тесе тӑван чӗлхе урокӗсене чакарас вырӑнне урӑх майсем тупаҫҫӗ пулсан пирӗн республикӑн вӗренӳ министерстви тӑван халӑха сӑтӑр туса чӑваш чӗлхин урокӗсене пӗтереҫҫӗ, пӗлӳ парас шая чакараҫҫӗ, тӑван ен культурин сехечӗсене пӗтереҫҫӗ. Сӑмахран, хальхи вӑхӑтра вӗренӳ институтне министерство хушу панӑ — тӑван чӗлхе урокӗ валли уйӑрнӑ 3 сехет вырӑнне пӗрине шкулта вӗрентсе тепӗр 2 сехетре инҫет майпа вӗретмелли меслет шухӑшласа кӑларма. Уроксем хыҫҫӑн та мар. Ачан чӑваш чӗлхине килте е дискпа усӑ курса е интернет урлӑ вӗренмелле имӗш. Ку ӗҫе пӗтӗмпех тӑван республикӑн вӗренӳ министерстви тӑвать. Мускав ыйтнипех пулӗ «сеператизм» туйӑмне чакарас тесе ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ: халӑх ҫук-тӑк, проблема та ҫук.

Ҫапла май ытларикун вӗренӳ институтне чӑваш чӗлхи шӑпишӗн пӑшӑрханакансене пурне те йыхравлаҫҫӗ — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗсене те, ЧПУ, ЧППУ преподавателӗсене те, ытти хастар ҫынсене те. Лару хыҫҫӑн Уҫӑ ҫыру хатӗрлеме шухӑшлаҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ 15:00 сехетре.

#шкулсем, #Пушкӑртстан, #Тутарстан, #вӗренӳ, #тӳре-шара, #чӑваш чӗлхи, #Элӗк районӗ, #Красноармейски

 

Комментари:

Agabazar // 4202.02.0460
2014.10.05 12:52
Agabazar
"Затокрымнаш" ©
Agabazar // 2956.60.6158
2014.10.05 15:03
Agabazar
Пурнăç, истори çакна кăтартса параççĕ: Раççей патшалăхĕ "чĕркуççи çинчен тăнă", çĕкленсе кайнă, çĕнĕ çĕрсем ярса илнĕ вăхăтсенче чăваша уйрăмах йывăр килнĕ. Яланах.

Çаврăнса пăхар каялла, чăнах та çапла икккенне тӳрех туйса илĕр.
Мĕн ку? Япала ку!

Паллах "ЧНК" текен тытăм чăваша ку тĕлĕшпе те пулин хӳтĕлеме хăтланса пăхасса шанмалли пачах та çук.
Пуян // 2831.46.7259
2014.10.05 16:49
Иртерех е канмалли кунсенче пухмалла пулман-и ? Меллĕрех пулĕччĕ. Тата пĕр çырупа çеç çырлахмалла мар ĕнте. Халăх пынă чух пĕрлĕх йĕркелес пулать. Тутарсем е пушкартсем чĕлхене сыхлас текен пĕрлĕхсем пулнипе маттур. Эпир вара çырусем çырассипе кăна.
ЯЛТИ ЭТЕМ // 8224.2.3076
2014.10.06 07:33
Атте-анне чĕлхине ача вăл шкулта вĕрентсен вĕрентмесен те ĕмĕрлĕхех чĕрере упрать...Çакнашкал шăв-шав çĕкличчен малтанах ял çине çаврăнса пăхасчĕ...çамрăксене ялта тĕпленме пулăшасчĕ...вара чĕлхе упрас ыйту та сиксе тухмĕ...Сăмах май,çак темăпа хăйсене влли политика тăвакансен ачисем чăваш чĕлхине тахçанах акăльчан чĕлхипе ылмаштарнă пуль-ха...Халь модăра тĕрлĕрен сепаратистсен юххисене йĕркелесси...Чарăнăр...хамăртан пуçлар...Е сунчăк йăтса Хĕрлĕ лапама каяс тетĕр-и? АШАШАТĂР ĔНТĔ...
2014.10.06 12:37
Аçтахар Плотников
Каллех хамăр çине кăна шанмалли пирки çыраканни тупăнчĕ. Хамăр çине кăна шанатпăр та. Мĕн патшалăхĕ пулăшать-и? Çук, ура хурать кăна. «Хамăртан пуçлар...» Пуçланă. Тахçанах. Ав, чăваш сайтне йĕркеленĕ. Патшалăх тăвасса кĕтмесĕр кĕнекесем сканерлатпăр. Анчах вăл пĕр пĕчĕк пĕрчĕ кăна: ачана чăвашла вĕрентме май çук — телевизорĕ, интернечĕ 99% вырăсла пулнăран ачасем çав-çавах вырăсла ӳсеççĕ.
2014.10.06 12:41
Аçтахар Плотников
Хамăртан пуçламалла тет. Ача пахчисене те хамарăнах йĕркелемелле-ши? Анчах эпир, чăвашсем, налукне вырăссемпе пĕрешкелех тӳлетпĕр. Патшалăхран та тĕкĕ пĕрешкелех ыйтма тивĕç пур. //пĕлме вырăс чĕлхине аталантарма патшалăх телеканалсем валли миллиарчĕ-миллиарчĕпе уйăрать. Вăрттăнлăх мар. Чăвашла кĕнекесем кăларнин пайне пăхсан — ку тăкак унпа танлаштарсан питĕ пĕчĕк пай кăна.
2014.10.06 12:42
Аçтахар Плотников
Шавламасан пире çаплипех çăтса яраççĕ.
2014.10.06 12:45
Аçтахар Плотников
«Халь модăра тĕрлĕрен сепаратистсен юххисене йĕркелесси...»
Ăçта вăл? Чăваш чĕлхине кирлĕ шайра вĕрентни пĕрре те сепаратизма çыхăнман вара. Мускав хыççăн ан кайăр-ха. Вĕсен шухăшĕпе вăл çапла пуль... Эпир вара ăçта уйрăлса тухăппăр-ха? Тутарстан пек пуян пулсан — татахччĕ. Çук, сепаратизм ирки калаçу пустуй кăна. Кунта тĕп ыйту чăваш чĕлхи пирки, халăха сыхласа аталантарасси пирки. Чăваш чĕлхине вĕрентӳре вырăс чĕлхи шайĕнче вĕрентме тытăнасси пирки. Саккунпа республикăра чăваш чĕлхи вырăс чĕлхинчен пĕрре те кая мар.
Андрей Шур // 1365.26.7793
2014.10.06 14:11
Чăвашлăха пĕтерме памалла мар!!!
Migulaj // 1821.7.8196
2014.10.06 20:18
Кунта халĕ манăн шухăшсене калама тытăннă. Кăмăла кайрĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем