Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пайсупинсем савӑнчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Георгий Тусли 02.06.2009 20:12 | 1870 хут пӑхнӑ

Ырӑ йӑла-йӗрке пур Красноармейски районӗнчи Упи тӑрӑхӗнче. Кунта паллӑ ҫынсене сума сӑваҫҫӗ, вӗсен ҫуралнӑ кунӗсене ял-йышпа пӗрле пухӑнса паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫапла вара ҫак кун пуриншӗн те чӑн уяв пулнипе асра юлчӗ.

Акӑ, 89 киллӗ, 235 ҫын пурӑнакан Пайсупин ялӗшӗн те ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ — шӑматкун — чӑннипех те историне кӗрсе юлчӗ. Мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха вӑл?

1909 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кунта ҫӗр-шывӑн ракета хӳтӗлевне тата тӗнче уҫлӑхне тӗпчес ӗҫсене пӗтӗм кун-ҫулне панӑ Иван Ефимович Шашков ҫуралнӑ. Вӑл — ӑсчах-инженер, РФ наукипе техникин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, профессор, доктор, полковник-конструктор.

Пирӗн паллӑ ентешӗмӗр Пайсупинра (Мамҫа) йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Виҫӗ ывӑл та тӑватӑ хӗр пулнӑ ҫемьере. Ку тӑрӑхра Шашковсем 1928 ҫулччен пурӑннӑ.

Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, шӑмат кун, ялти кану ҫурчӗ умӗнчи лапамра И. Е. Шашков ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнине чыслӑн паллӑ турӗҫ пайсупинсем. Уяв вун пӗр сехетре пуҫланчӗ. Ӑна, кӗске сӑмах каласа, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Яковлевич Григорьев уҫрӗ. Вӑл пухӑннисене И. Е. Шашков пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗскен паллаштарчӗ, ун хыҫҫӑн “Хӑй ӗмӗрне тивӗҫнӗ Шашков…” темӑпа Трак гимназийӗнче вӗрентекен, тавра пӗлӳҫӗ Владимир Константинов тухса калаҫрӗ.

Уявра ҫавӑн пекех ял старости Петр Яковлев, Чӑваш патшалӑх академи капеллин администраторӗ Петр Сидоров (Лаштай), районти “Ял пурнӑҫӗ” хаҫат редакцийӗн пай редакторӗ Георгий Ефимов (Тусли) тата ыттисем сӑмах илчӗҫ.

И. Е. Шашков 100 ҫул тултарнине халалласа праҫникре лапамра ун ячӗпе стенд йӗркеленӗ. Ялти ал ӗҫ ӑстисен пултарулӑхӗпе те паллашрӗҫ пухӑннисем.

И. Е. Шашков ҫуралнӑ, пурӑннӑ ҫурт умӗнче те пулчӗ ял-йыш, хӑнасем те ҫитсе курчӗҫ. Ҫакӑнта Ленин урамӗнчи Геннадий Яковлев ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ. Мӗншӗн тесен ҫак кил-ҫурт вырӑнӗнче ентеш-ученӑй ҫуралнӑ кил вырӑнӗ пулнӑ.

Асӑну хӑми ҫинчи пӗркенчӗке ял старости — Петр Яковлев илчӗ.

Ҫерем лаптӑкӗнче ялти лавкка ӗҫлерӗ. Ялти Валерий Григорьев ҫине тӑнипе тутлӑ шӳрпе ас тиврӗҫ пухӑннисем.

Хӑть мӗнле уяв та юрӑ-ташӑсӑр епле-ха? Пайсупина И. Е. Шашков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тума Шупашкартан Чӑваш патшалӑх академи капелли ҫитнӗ. Ҫав йышра артистсемпе пӗрле П. Сидоров (Лаштай) администратор, А. Бурундуков композитор тата ыттисем те.

Вӗсем хыҫҫӑн урамри ятарлӑ сцена ҫине Упири кану центрӗ ҫумӗнчи “Масмак” юрӑ-ташӑ ӑстисем тухрӗҫ.

Каҫченех тӑсӑлчӗ уяв. Хут купӑс ҫеммипе ташша тухрӗ, савӑнчӗ ял-йыш.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Красноармейски районӗ, #Пайсупин, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем